Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил Игнатьев: «Ялта ĕçсĕрлĕх пулмалла мар, ĕç пурин валли те çитет»

06 августа 2011 г.

Михаил Игнатьев: «Ялта ĕçсĕрлĕх пулмалла мар, ĕç пурин валли те çитет»

ШĂПАХ çулталăк каялла – пĕлтĕрхи август уйăхĕнче пулнăччĕ Чăваш Республикин Президенчĕ М.В.Игнатьев Шăмăршă районĕнче. Ĕнер Михаил Васильевич ĕçлĕ çул çÿревпе Хырла тăрăхне тепре çитрĕ, район çыннисемпе тĕл пулса калаçрĕ, экономика тата социаллă пурнăç аталанăвĕпе тĕплĕн паллашрĕ. Унпа пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев çÿрерĕ.

Малтанах М.В.Игнатьев Палтиел çывăхĕнчи вăрманта – Хырла шывĕ çинче тăвакан водохранилищĕне çитсе курчĕ, халăха ĕçмелли таса шывпа туллин тивĕçтермелли программа пурнăçланасси мĕнле шайра пулнипе интересленчĕ. Михаил Васильевич гидросооруженисем тăвас ĕçпе кăмăллă юлчĕ.

Районти уй-хирсенче хĕрсех вырма ĕçĕсем пыраççĕ. М.В.Игнатьев Президент «Мир» хуçалăх механизаторĕсемпе тĕл пулса калаçрĕ, çĕр ĕçченĕсене вăйлă тыр-пул çитĕнтернĕшĕн тав турĕ.

«Исток» ОООра Ярăславри кивĕ витесене тĕпрен çĕнетсе, хушма пÿлĕмсем туса хальхи ыйтусене тивĕçтерекен сĕт-çу ферми тăваççĕ. Çак ĕçе пурнăçлама патшалăхран сакăр çуллăха 17 миллион тенкĕ кредит илнĕ. Фермăра 300 пуç ĕне усрама палăртнă. Кунта çĕнĕ йышши технологи оборудованийĕ вырнаçтарни производствăра пулакан тăкаксене чакарма, продукци пахалăхне ÿстерме май парĕ.

– Çĕнĕ ферма туни çынсене ĕçпе тивĕçтерме те пулăшĕ, – палăртрĕ Президент «Исток» ООО ертÿçисен ĕçне ырланă май. – Ялта ĕçсĕрлĕх пулмалла мар, ĕç пурин валли те çитет. Килти хушма хуçалăха аталантарса, фермер хуçалăхĕ йĕркелесе, пĕчĕк е вăтам предпринимательствăна кÿлĕнсе пурнăçа лайăхлатса пымалла.

Çак сĕнĕве М.В.Игнатьев район администрацийĕнче ирттернĕ анлă канашлура тепĕр хут палăртрĕ. Район экономики тата социаллă пурнăçĕ кăçалхи пĕрремĕш çур çулта мĕнле аталаннипе тата умра тăракан задачăсемпе канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев тĕплĕн паллаштарчĕ.

– Ÿсĕмсем пур, – терĕ Президент доклада тимлĕн итленĕ хыççăн, – анчах татса памалли ыйтусем те нумай.

Михаил Васильевич шалти резервсене шыраса тупса вĕсемпе туллин усă курмаллине, инвесторсене шырамаллине тата вĕсене района явăçтармаллине, ял хуçалăхĕнче ĕç тухăçлăхне тата продукци туса илессине ÿстерсе пымаллине, пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантармаллине уйрăммăн палăртрĕ.

Президент учительсен ĕç укçи ÿсесси, сывлăха сыхлас ĕçе модернизацилесси, ача сачĕсемпе тивĕçтересси çинчен те сăмах хускатрĕ, ку тĕлĕшпе республика правительстви тăвакан пысăк ĕçсемпе паллаштарчĕ.

Канашлу ĕçне республикăри министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем хутшăнни те нумай-нумай ыйтăва уçăмлатма пулăшрĕ. Вĕсем канашлăва хутшăннисен ыйтăвĕсем çине тулли хурав пачĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика