Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Штаб начальникĕ

06 августа 2011 г.

ХĂШ-ПĔР çынсем вăл е ку профессие пĕчĕкренех суйласа илеççĕ. Вĕсем вăтам шкул пĕтеричченех хăйсен шухăшне улăштармаççĕ, çутă ĕмĕт патнелле çирĕппĕн те тĕллевлĕн утаççĕ, каярахпа ачалăхри ĕмĕте чăнлăха куçараççĕ. Çак професси пурнăç пĕлтерĕшĕ пулса тăрать. Кунашкал çынсене, паллах, чи телейлисем теме пулать.

Кивĕ Чукалти Сергей Чамеев вăтам классенче вĕреннĕ чухнех çар офицерĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Çар училищине кĕмелли конкурс яланах пысăк пулнине пĕлсе тăнă май, шкулта «4» тата «5» паллăсемпе вĕренсе пынă вăл, ÿт-пĕве спортпа пиçĕхтернĕ.

1994 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Сергей тÿрех Томскри çыхăну аслă çар училищине çул тытнă, пысăк конкурс витĕр тухса хулпуççисем çине курсант пакунĕсене çакнă. Хĕрÿ вĕренÿре пĕтĕмĕшле предметсем, çар-тактика, командир хатĕрленĕвĕн занятийĕсем пĕр-пĕринпе ылмашăнса пынă май, тăватă çул сисĕнмесĕрех хыçа юлнă. 1998 çулхи июньте Сергей Чамеев вĕренÿ ротинчи ытти юлташĕсемпе пĕрле плацри савăнăçлă лару-тăрура Раççей оборона министрĕ хăйсене лейтенант званийĕ панине çирĕплетекен приказа хумханса та тулли кăмăлпа итленĕ.

Сергей Чамеев лейтенантăн офицер биографийĕ Çурçĕр-Кавказ çар округĕнчи чаçра пуçланнă. Унта вăл çыхăну взводне йышăннă. 2003 çулта аслă лейтенанта Ульяновскри сывлăш-десант бригадине куçарнă, унта рота командирĕ пулма çирĕплетнĕ. Кÿршĕллĕ регионта службăра тăнă май, çамрăк офицер канмалли кунсенче тăтăшах тăван яла килсе çÿренĕ, тăвансемпе калаçса, çуралнă кĕтес илемĕпе киленсе служба йывăрлăхĕсене çĕнтерсе пыма çĕнĕ вăй-хăватпа çирĕпленнĕ.

2008 çулта Сергей Чамеев капитан Краснодар тăрăхĕнчи Новороссийскри çар чаçне кайма назначени илнĕ. Унта Кивĕ Чукал çамрăкне тата пысăкрах должноçра – батальон штабĕн начальникĕнче ĕçлеме çирĕплетнĕ. Должноçпа килĕшÿллĕн ăна часах майор званийĕ панă.

Çар службинче пулнă кашни арçын лайăх ăнланать: подразделенири çар – тактика хатĕрленĕвĕнчи ăнăçу штаб начальникĕнчен нумай килет. Начальник вĕренÿ планне хатĕрлет, вăл туллин пурнăçлантăр тесе командирпа пĕрле çине тăрса ĕçлет. Паянхи кунчченех çак ответлă должноçра ăнăçлă ĕçлесе пырать Сергей Чамеев майор.

...Нумаях пулмасть Раççейре яваплă кампани – çурхи призыв тапхăрĕ вĕçленчĕ. Пирĕн районтан Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисен ретне пурĕ 52 çамрăк тăнă. Шăпа темелле-и çакна – Кивĕ Чукалти Степан Чамеев тата Çĕнĕ Чукалти Иван Матросов шăпах Сергей Чамеев майор службăра тăракан чаçе лекнĕ (Степанпа Сергейĕн ашшĕсем – пĕр тăвансем). Офицер хăйĕн тăванĕпе тата ентешĕпе тăтăшах тĕл пулса калаçать, вĕсене хавхалантарать, паха сĕнÿсем парать. Çамрăк салтаксен кĕске курсне вĕçленĕ хыççăн Иван Матросовпа Степан Чамеев кÿршĕллĕ батальонта служба тивĕçне малалла пурнăçлаççĕ.

Сергей Чамеев майор служба тивĕçне яланах Присяга хушнă пек пурнăçласа пырать. Подразделенири çар-тактика хатĕрленĕвне çÿллĕ шайра тытса тăнăшăн, командир ăсталăхĕшĕн пултаруллă офицера арми командующийĕ тата чаç командирĕ Хисеп грамотисем парса чысланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика