06 августа 2011 г.
ПАЛТИЕЛĔНЧИ пĕр тăван Ильмирпа (сулахайри) Изиль Хайбулловсем çар службине 2010 çулхи декабрьте кайнă. Служба умĕн асли, Ильмир, Чăваш ял хуçалăх академийĕнче 4 курсĕнче инженер-механика вĕреннĕ. Кĕçĕнни, Изиль, Ульяновскри автомеханика техникумĕн 3 курсĕнче пĕлÿ пухнă. Хăйсен ÿсĕмĕнчи тантăшĕсенчен ытлашши кая юлас мар тесе, вĕренĕве служба хыççăн вĕçлеме ĕмĕтленсе каччăсем çар комиссариатне кайнă, хăйсене службăна яма ыйтнă. Комиссариатра вĕсен кăмăлне тивĕçтернĕ, повестка панă. Салтак пулма вĕсене ашшĕн, Альберт Туктамышевичăн, ырă тĕслĕхĕ те хавхалантарнă. Вăл та, Пăвари ветеринари техникумĕнче 3 курсра вĕреннĕскер, хăй вăхăтĕнче тантăшĕсемпе пĕрле салтака кайнă, Тăван çĕр-шыва хÿтĕлессине вĕренÿрен мала хунă. Салтак кительне хывсан А.Хайбуллов техникумра малалла вĕреннĕ, техник-ветеринар дипломне илнĕ.
Ильмирпа Изиль Хайбулловсене Мускав облаçĕнчи çар чаçне çитсенех, вĕсем аслă тата ятарлă вăтам вĕренÿ заведенийĕсенче вĕреннине шута илсе, сержантсем хатĕрлекен шкула янă. Кĕçĕн командирсене вĕрентекен шкула «чи лайăх» паллăсемпе вĕçлесен, сержант званийĕ илсен Ильмирпа Изиле Мускав облаçĕнчи бригадăра отделени командирĕсем пулма çирĕплетнĕ.
Тетĕшпе шăллĕне шанса панă отделенисем – вĕсенче 10-шар салтак – подразделенире чи лайăххисем. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене бригадăри Хисеп хăми çине вырнаçтарнă.