06 августа 2011 г.
АЧАЛЛАХ преступлени çулĕ çине тăрсан, эрех-сăрапа, пируспа туслашсан ырри патне çитесси пирки шутламалли те çук. Пĕрре кукăрăлнă алă тÿрленмест теççĕ. Çын япалине йăкăртма вĕреннисен алли кĕçĕтсех тăрать. «Симĕс çĕлене» кăмăллакансем те малашнехи пурнăçне черккере çеç кураççĕ. Кун-çулĕ вĕсен, пĕрмай эрех-сăра ĕçсе минренĕрен, малтанласа савăнăçлă пек туйăнать. Пирус мăкăрлантаракансене вара укçана тĕтĕме çавăрса сывлăша кăларса яни пăшăрхантармасть те. Хăйсене çитĕннисен шутне кĕртме васкакансем шăпах эрех-сăрапа сăйланаççĕ, пирус туртаççĕ.
Райадминистрацири çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссире паянхи куна 14-ăн учетра тăраççĕ. Мĕнпе айăпа кĕнĕ-ха çак çул çитмен çамрăксем; Çак тата ытти ыйтусем çине хуравлама райадминистрацири çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен специалистран А.ЛАРШНИКОВАРАН ыйтрăмăр.
– «Хура списока» лекнĕ çул çитмен çамрăксенчен вуннăшĕ – Шăмăршă, виççĕшĕ – Пăчăрлă Пашьел, пĕри – Чукал ял поселенийĕсенче пурăнаççĕ. Вĕсенчен пĕрисем обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн, теприсем çын япалине хапсăннăшăн «палăрнă».
– Алина Николаевна, йĕркене пăсакансемпе мĕнле мероприяти ирттеретĕр?
– Вĕсемпе тĕл пулса калаçусем йĕркелетпĕр, килĕсене çитсе куратпăр, тĕрлĕ мероприятисене явăçтарма тăрăшатпăр.
– Халĕ шкул ачисен, студентсен – каникул. Каçхине миçе сехетчен килтен тухса кайса çÿреме юрать?
– Çуллахи вăхăтра çул çитмен çамрăксен 23 сехет çитиччен киле таврăнмалла. Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вара каçхи кану вăхăчĕ вĕсемшĕн 22 сехетре вĕçленет. Çак йĕркене пăхăнмасан ашшĕ-амăшĕн явап тытма тивет. Çапла ан пултăр тесен, ашшĕ-амăшĕн тĕпренчĕкĕсен кун йĕркипе паллашсах, интересленсех тăмалла. Палăртнă вăхăтран кая юлса ăçта та пулсан каясси те пулать. Ун пек чухне ачисен ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пулмалла.
– Алина Николаевна, каçхи вăхăтра ялсенчи çамрăксен пурнăçне камсен сăнаса, пăхса тăмалла? Ятарлă комиссисем йĕркеленĕ-и?
– Кашни ялтах çамрăксен каçхи канăвне вĕрентекенсенчен, ашшĕ-амăшĕнчен йĕркеленĕ комисси членĕсем сăнаса тăраççĕ. Паллах, районти комисси членĕсем те кашни ялах çитсе вырăнти лару-тăрупа паллашсах тăраççĕ.
– Йĕркерен тухса, саккуна пăхăнмасăр пурăнакан ашшĕ-амăшĕ те пур-ха районта. Сирĕн комиссире çавнашкал миçе çемье шутра тăрать?
– Кун пеккисем пирĕн 38 çемье. Шăмăршă ял поселенийĕнче – 20, Чукалта – 8, Пăчăрлă Пашьелĕнче – 3, Кивĕ Чукалта, Васанта, Карапай Шăмăршăра – 2-шер, Анат Чаткасра – 1 çемье. Япăх енчен палăрса тăракан çемьесене эпир тăтăшах кайса çÿретпĕр. Вĕсемпе калаçусем ирттеретпĕр, çуратнă ачисемшĕн яваплă пулнине кашнинчех аса илтерсе тăратпăр. Шел те, усси сахалтарах çав.
– Алина Николаевна, ашшĕ-амăшне, çул çитмен çамрăксене мĕн суннă пулăттăр?
– Пурнăç пĕрре кăна килет. Ăна çын ретлĕ пурăнса ирттересчĕ. Çамрăклах эрех-сăра пичикине кĕрсе ÿкес марччĕ, преступлени çулĕ çине тăрасран та сыхланмалла.
Пируспа наркотик та çыншăн ют пулмалла. Нихăçан та сывлăха вăхăтсăр хавшатма васкар мар. Ашшĕ-амăшĕн хăйсен тĕпренчĕкĕсем çинчен манмалла мар, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса çĕр-шыва юрăхлă çын тума тăрăшмалла.