Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулсене юсаççĕ, тирпей-илем кĕртеççĕ

06 августа 2011 г.

Республикăри пĕлÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлес енĕпе пур çĕрте те пуçаруллă ĕçлеççĕ: юсаççĕ, тирпей-илем кĕртеççĕ. Вĕсен хатĕрлĕхне палăртас тĕллевпе комиссисем йĕркеленĕ тата график çирĕплетнĕ.

Район-хуларан чылайăшĕнче вĕсене çак уйăхра йышăнма пуçлаççĕ. Палăртнă вăхăтпа килĕшÿллĕн Шăмăршă тăрăхĕнчи комисси тĕрĕслеве кÿлĕнчĕ те ĕнтĕ. Республикăра ку ĕçе августăн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле.

Сăмах май, республикăри вĕренÿ тытăмĕнче шкул умĕнхи 439 учреждени, кăнтăрлахи 503 шкул (çав шутра 17 интернат тата коррекци заведенийĕ, ачасен 5 çурчĕ), профессин пуçламăш пĕлĕвĕн – 17, вăтам пĕлĕвĕн – 27, аслă пĕлĕвĕн – 26, хушма пĕлĕвĕн 61 учрежденийĕ тата каçхи 11 шкул шутланать. Ялсенчи 380 тата хуласенчи 123 пĕлÿ çурчĕсенче 124,9 пин (пĕрремĕшĕсенче – 54,55 пин, иккĕмĕшĕсенче – 70,35 пин) ача ăс пухать. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче, малтанласа палăртнă тăрăх, 12,3 пин ача пĕрремĕш хут парта хушшине лармалла.

Чăваш Ен шкулĕсенчи 341 автобус куллен 1038 ялта пурăнакан 14,4 пин вĕренекене илсе çÿремелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика