Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăмăршă пушарникĕсем – виççĕмĕш

06 августа 2011 г.

ÇАК кунсенче Тăвай ялĕнче, 45-мĕш пушар чаçĕнче республикăри пушарпа прикладной спортăн кустри ăмăртăвĕсем иртрĕç. Унта Патăрьел, Елчĕк, Тăвай, Комсомольски тата Шăмăршă районĕсенчи пушар чаçĕсен пĕрлештернĕ командисем вăй виçрĕç.

Вутпа кĕрешекенсем штурм пусми тăрăх çуртăн тăваттăмĕш хутĕнчи чÿречинчен кĕрессипе, чăрмавсемлĕ 100 метрлă дистанцие чупассипе, пушар техникипе оборудованине васкавлăн вутпа кĕрешме хатĕрлессипе ăмртрĕç. Командăсенчен кашниех профессилле ăсталăх кăтартрĕ.

Пуринчен те ытларах балсем пухса Тăвайсем ăмăртура пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Комсомольски районĕн пушарникĕсем иккĕмĕш вырăнта. Шăмăршăсем виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Команда йышĕнчи Александр Мулякова (команда капитанĕ), Разиль Ахметова, Сергей Исянова, Замир Гадиева, Олег Харитонова, Андрей Мулюкова тата командăна ăмăртăва хатĕрленĕ Анатолий Низамова призлă вырăн йышăннă ятпа ăшшăн саламлатпăр, малашнехи ăмăртусенче те ăнăçу сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика