Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар служби – чăн-чăн арçынсем валли

03 августа 2011 г.

2011 ÇУЛХИ çурхи призыв кампанийĕ йĕркеллĕ иртрĕ. Призывниксен юлашки ушкăнне Канашри призыв пунктне июлĕн 12-мĕшĕнче леçрĕмĕр.

Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пайĕн ĕçченĕсем призыв заданине пурнăçлас тесе çине тăрса ĕçлерĕç. Задание туллин пурнăçларăмăр. Икĕ районтан пурĕ 195 çамрăка çар чаçĕсене ăсатнă.

Шăмăршă районне уйрăммăн илсен, салтак çи-пуçне пурĕ 52 йĕкĕт тăхăннă. Вĕсенчен 27-шĕ Типĕ çĕр çинчи çарсенче (Сухопутные), 12-шĕ – РФ Шалти ĕçсен министерствин çарĕсенче, 6-шĕ – Сывлăш-десант çарĕсенче, 2-шĕ – Стратеги пĕлтерĕшлĕ ракета çарĕсенче, пĕри – Тинĕс çар флотĕнче, 4-шĕ ытти чаçсенче службăра тăраççĕ.

Çар службине кайнă йĕкĕтсенчен 15-шĕ – профессилле вăтам (техникум, колледж), 4-шĕ – профессилле пуçламăш (профтехучилище), 16-шĕ – пĕтĕмĕшле вăтам, 2-шĕ тулли мар вăтам (9 класс) пĕлÿ илнĕ.

Призывниксенчен 18-шĕ водителе те вĕреннĕ. Вĕсем, тĕпрен илсен, тĕрлĕ çар техникин водителĕсем пулĕç.

Питĕ шел, çурхи призыв тапхăрĕнче пай йĕркеленĕ призыв мероприятийĕсене 17 çамрăк килмерĕ. Вĕсене правăна сыхлакан органсем урлă шырава панă. Кĕрхи призыв тапхăрĕнче те призыв мероприятийĕсене вăхăтра килмесен çак йĕкĕтсем пирки материалсене прокуратурăна тăратма тивет. Çар службинче пуласси – кашни арçыннăн тивĕçĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика