Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ылтăн пек хаклă кунсем

03 августа 2011 г.

"КОЛОС" Агрофирма" ОООра вырма ĕçĕсем пуçланчĕç. Кăçал кунта 190 гектар урпана тата 900 ытла гектар çурхи тулла пуçтарса кĕртмелле. Хальхи вăхăтра уй-хир "карапĕсем" урпа уйĕнче ĕçлеççĕ. Икĕ Дон-1500 комбайнпа Н.Борисовпа А.Петров тата А.Данилов механизаторсем кăлтăксăр ĕçлеттерме тăрăшаççĕ.

"Урпа тухăçĕ савăнтарать, гектартан 30 центнера яхăн тухать", - кăмăллăн пĕлтерчĕ хуçалăхăн тĕп агрономĕ Н.Воробьев.

Çĕнĕ тырă йĕтем çине ăсанать. Ăна унта В.Петров водитель турттарать, кунне вун-вун рейс тăвать.

Йĕтем çинче те хĕрÿ ĕç пырать. Тырă тасатакан бригада кашни сехете тухăçлă ирттерет. Сортировкăсене Н.Петров машинист ĕçлеттерет. Весовщик ĕçĕнче А.Кувшинов тăрăшать.

"Колос" Агрофирма" ООО ертÿçи В.Захаров кăçал тырă тухăçĕ пысăк пулнишĕн чунтанах хĕпĕртени сисĕнчĕ. Виталий Федорович çĕр пайĕшĕн çынсене тырă валеçме пуçланине тата хуçалăхра вăй хуракансене улăмпа тивĕçтерме тытăннине те пĕлтерчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика