03 августа 2011 г.
ХРЕСЧЕНШĔН питех те яваплă тапхăр – тырçи пуçланчĕ. Çĕр ĕçченĕсен пĕр тĕллев: тар тăкса çитĕнтернĕ пуянлăха çухатусăр, вăхăтра пухса кĕртесси. Хальлĕхе çанталăк та пирĕншĕн тăрăшать темелле, хĕвеллĕ кунсем савăнтараççĕ.
Хуçалăхра вырма каçалăкне Виталий Макаров пуçларĕ. Комбайнер кĕске хушăрах хĕрĕх гектар ырашпа вăтăр гектар ытла кĕрхи тулла пухса çапрĕ.
Йĕтĕме çĕнĕ тухăç – ылтăн тырă килсех тăрать.