03 августа 2011 г.
Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политики тата архив ĕçĕн министерстви, "Мегафон" компани партнер пулса пулăшнипе, район-хула хаçачĕсен журналисчĕсем валли фото ĕçĕн пахалăхне лайăхлатас ыйтупа семинар-практикум ирттерчĕ. Семинара Мускав патшалăх университечĕн журналистика факультечĕн фото-служба ертÿçи, Раççейри паллă фотожурналист Дмитрий Линников ертсе пычĕ.
"Шел те, хальлĕхе район-хула хаçачĕсенче пичетленекен сăн ÿкерчĕксен пахалăхĕ тивĕçтермест, – палăртрĕ Дмитрий Линников. – Кашни сăн ÿкерчĕке чун ăшшипе тумалла, чĕрĕ сăн кĕртмелле. Эсир ÿкернĕ çынсем кайран сире тав туччĕр".
Семинарта район-хула хаçачĕсенче пичетленекен сăн ÿкерчĕксен пахалăхне тишкерсе тухрĕç, усăллă сĕнÿсем пачĕç.