03 августа 2011 г.
ЧĂННИПЕХ ĕçчен çемье темелле Ярăславра пурăнакан Ивановсем пирки. Кил хуçи – Александр Петрович – "Исток" ООО ертÿçин çумĕнче тăрăшать, мăшăрĕ – Лидия Ивановна – районти тĕп больницăра медицина сестри пулса ĕçлет.
Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ Ивановсем. Халĕ вĕсен хуçалăхĕнче – икĕ ĕне, икĕ пăру, сыснасем. Ял халăхĕ вĕсене вăкăр усранăшăн та тав туса пĕтереймест: ăратлăскер, ялта пĕрре вăл. Ĕне хĕсĕр ан юлтăр тесе Ивановсем патне кÿршĕ ялсенчен пулăшу ыйтма килекенсем те йышлă. Кил хуçисем никама та хирĕçлемеççĕ.
Хур-кăвакалпа чăх-чĕп те йышлă ĕçчен çемьен. Вĕсен хăйсен кустăрмаллă трактор, автомашинăсем пур. Икĕ анкартипе усă кураççĕ, нумай çул ÿсекен курăксене икĕ-виçĕ хут та çулса илеççĕ. Пĕр сăмахпа, выльăх апачĕ тĕлĕшпе вĕсен йывăрлăхсем çук тесен те юрать.
Пахча çимĕç ÿстерме те ăста Ивановсем, кăмпа-çырла пухма та ĕлкĕреççĕ. Хĕл валли пĕçернĕ варени-компота, маринадланă çимĕçсене тутанса пăхсан чĕлхене çăтса ямалла.
Сăмах май, Ивановсен ачисем те хăйсем пекех ĕçчен те тăрăшуллă.
Ку çеç те мар: Александр Петровичпа Лидия Ивановна ялти художество пултарулăх коллективĕн ĕçне те хастар хутшăнаççĕ, хăйсен пултарулăхĕпе çынсене савăнтараççĕ.
Хаçат-журнал та çырăнса илет çемье. Ивановсем район хаçатне илсе тăманни пĕрре те пулман: "Шăмăршă хыпарĕнче" пичетленекен усăллă сĕнÿ-канашсемпе вĕсем кулленхи пурнăçра анлăн усă кураççĕ.
Александр Петровичăн йăмăкĕпе унăн мăшăрĕ те – Галина Петровнапа Николай Геннадьевич Ильинсем – ялти хисеплĕ, сумлă çынсем. Вĕсен картишĕ те пушă мар: мăйракаллă шултра выльăхсем, сурăхсемпе путексем, сыснасем... Аш-какайĕ, сĕт-çăвĕ, хăйсене çитнисĕр пуçне, сутмалăх та пур. Шел, продукци хакĕ çеç йÿнĕ...
А.Ивановăн тепĕр йăмăкĕпе мăшăрĕ – Валентина Петровнапа Сергей Анатольевич Ефимовсем пирки те лайăхпа çеç каланине илтме пулать.
Икĕ ача вĕсен. Çак çулсенче кăна-ха çемье çĕнĕ çурт-йĕр çавăрса пĕтерчĕ. Хуралтисем те тĕреклĕ.
Ефимовсем те выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ. Хур-кăвакалĕпе чăх-чĕппи те – картиш тулли. Вĕсем те икĕ анкартипе усă кураççĕ, выльăх апатне ытлă-çитлĕ хатĕрленисĕр пуçне пахча çимĕç те нумай туса илеççĕ.
Çакăн пек ĕçчен те тăрăшуллă, туслă тăвансен çемьисем пурăнаççĕ Ярăславра. Ивановсем, Ильинсем, Ефимовсем – пуриншĕн те ырă тĕслĕх.