Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Картишĕнчен тухать... кĕтÿ

03 августа 2011 г.

ÇИТМĔЛ çиччĕре пырать ĕнтĕ Палтиелĕнче пурăнакан Керимулла Хамидуллов. Çавах та ватăласшăн мар-ха ялти хисеплĕ çын, ĕмĕрĕпех тракторпа тата комбайнпа ĕçленĕскер. Алла усса ларма хăнăхман вăл: Керимулла Айметуллович выльăх-чĕрлĕх йышлă усрать.

– Паянхи куна икĕ лаша, виçĕ ĕне, çирĕм икĕ сурăх пур, – тет ÿркенмен çын.

Чăннипех пĕчĕк кĕтÿ мар-и вара; Паллах, вĕсене пĕччен пăхса пĕтереймĕн. Ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать те, ку ĕçре ăна Рамильпа унăн мăшăрĕ Рамие пулăшаççĕ, пĕтĕм ĕçе пĕрлехи вăйпа пурнăçлаççĕ.

Хамидулловсен хур-кăвакал та йышлă – çитмĕл пуç ытла. Чăх-чĕпне вара шутласа та пĕтереймĕн.

Çемьен вунă гектар çĕр пур. Çавăнпа выльăх апачĕ хатĕрлес тĕлĕшпе йывăрлăхсем çук темелле: нумай çул ÿсекен курăксем тулăх çитĕннĕрен утă та самаях янтăласа хунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика