03 августа 2011 г.
ПАЛТИЕЛĔНЧИ Гагарин урамĕнчи Динар Билалов пĕчĕкренех техника патнелле туртăннă, шофер пулма ĕмĕтленнĕ. 2002 çулта ăна, водитель удостоверенийĕллĕ йĕкĕте, çар службине илнĕ. Авторотăна лекни Динара питĕ савăнтарнă: ара, службăрах водитель опытне те илме пулать-çке-ха. Ĕç стажĕллĕ водительсене предприятисемпе организацисен ертÿçисем хапăл туса ĕçе илнине те лайăх пĕлсе тăнă вăл.
Çар грузĕсем турттарнă май, 2 çул сисĕнмесĕрех иртсе кайнă. 2004 çулхи кĕркунне Динар тăван яла – Палтиелне таврăннă. Пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнăскер, часах вăл юлташĕсемпе пĕрле Орел хулине тухса кайнă, унта инçе рейссене çÿрекен КамАЗ автомашина водительне вырнаçнă. Тепĕр çул вара Тверь хулине ĕçлеме куçнă.
Тăрăшуллă та пултаруллă водительсен, паллах, укçа-тенки те самаях пуçтарăнать. Билаловсен çемйинче – икĕ хĕрпе пĕр ывăл. Динар, ашшĕпе амăшне пулăшса пурăнас тесе, тĕп çурт кивелсе пынă май, юнашар çĕр участокĕнче (ăна тăванĕ парнеленĕ) çĕнĕ пÿрт лартма ĕмĕтленсе, вахта ĕçĕ вĕçленмессерен строительство материалĕсем туянма пуçланă.
2008 çулта Динар тăванĕсем пулăшнипе, пулас пысăк çуртăн никĕсне янă. Кун хыççăн çав çулах бригада тытса силикат кирпĕчпе пÿрт стенисене купаласа хăпартнă, тăррине кăвак тимĕр-черепицăпа витсе хăварнă. Тепĕр çул вара юр кайнă-кайман бригада каллех хĕрÿ ĕçе пуçăннă – мачча-урай сарнă, чÿрече-алăк вырнаçтарнă.
2009 çулхи çу кунĕсенче Динар Билалов кÿршĕ ял хĕрĕпе – Чăваш Патшалăх педагогика университечĕн выпускниципе Ирина Михайловапа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Билаловсен туслă çемйине тепĕр çул хĕр пĕрчи хутшăннă.
Пĕлтĕр Билаловсем çĕнĕ мунча тунă. Çĕнĕ пÿрте пурăнма куçассине те ĕçчен çемье вăраха ямĕ.