Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтсăр таптаннă сар чечек

03 августа 2011 г.

Иринăпа Лена урайĕнче выляççĕ. Амăшĕ, Оксана, кухньăра каçхи апат хатĕрлет. Шăкăл-шăкăл калаçакан хĕрачасен сасси хăлхана пырса кĕрет. Оксана хăй те вĕсемпе пĕрле вылянăн туйăнать. Алăк патĕнчи шăнкăрав сасси ачасене ура çине тăратрĕ. Пĕри тепринчен маларах алăк уçма чупрĕç. Иринăпа Лена кам килессине пĕлсех тăраççĕ. Юлашки вăхăтра вĕсем патне час-часах Витя тетĕшĕ пыркалать. Акă паян та çитрĕ иккен. Аллинчи сумккине лартма та ĕлкĕреймерĕ, пĕчĕк хĕрсем тахăш вăхăтра ун ытамне кĕрсе те ÿкрĕç.

Хаваслă вăйă-кулă янăраса тăрать. Витя Оксана çине пăхса çапла ыйтрĕ:

– Ну, мĕнле, паян татăклă хурав пулать-и;

– Çук-ха, Витя, васкама кирлĕ мар, хĕрачасем ÿссе çитĕнччĕр, качча тухчĕр, вара килĕшме те юрĕ, – терĕ Оксана, хаш! сывласа.

Иринăпа Ленăна халь пулăшу кирлĕ, ÿссен вĕсем ашшĕсĕрех хăйсен пурнăçне майлаштарĕç...

Паллах, çакăн пек хурав пуласса пĕлсех тăратчĕ-ха Витя, анчах паянхи кун та чăн-чăн сăлтавне пĕлеймест-ха. Мĕншĕн Оксана Иринăпа Лена ÿссе çитĕнессе кĕтет; Ачисем те хăнăхнă ĕнтĕ, ашшĕ вырăннех хураççĕ ăна.

– Тата хăçанччен кĕтмелле, Оксана, каласам мана, – ыйтрĕ Витя кăштах кÿренсе. Сăлтавне ниепле те калама пултараймасть Оксана. Хĕрачасем калаçу мĕн çинчен пынине ăнлансах та каймаççĕ-ха, вĕсем Витьăна çавăрса илсе хăйсен вăййине выляма сĕнчĕç. Оксана кухньăна пăрăнчĕ. Куççульпе тулнă куçĕсене кăтартас мар тесе хăвăрт шăлса илчĕ. Куç умне иртсе кайнă кунсем, çулсем тухса тăчĕç.

Оксанăпа Витя пĕр ялта, пĕр урамра пурăнатчĕç. Пĕр класра, пĕр парта хушшинче ларса вĕренетчĕç. Ача-пăча туслăхĕ юратăва çаврăнчĕ. Оксана саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухне ашшĕ вилсе кайрĕ. Ялти çынсем пулăшнипе ун амăшĕ валли çĕнĕ упăшка тупса пачĕç, малтанлăха чиперех пурăнчĕç. Оксана тăххăрмĕш класа куçрĕ. Çитĕннĕ ĕнтĕ, хĕр пулса çитнĕпе пĕрех. Тăван мар ашшĕ темле сивлек чунлăрах, хăйне пăхăнтарма юрататчĕ. Çавах амăшне кун çинчен систермен.

Май уйăхĕн юлашки кунĕсем тăратчĕç. Тем сăлтавпа тăван мар ашшĕ ĕçе каймарĕ, амăшĕ район центрне кайнăччĕ. Оксана амăшĕ килнĕ çĕре кил-çурта тирпейлеме тытăннăччĕ. Тăван мар ашшĕ пÿрте кĕчĕ, алăка çаклатса лартрĕ. Хăш вăхăтра пулĕ Оксанăна йăтса кравать çине çавăрса çапрĕ...

Амăшĕ килне таврăннă чухне тăван мар ашшĕ килте çукчĕ. Оксана йĕрсе шыçăнса кайнă куçĕсене пытарасшăн пулчĕ, анчах амăшĕ чунĕпе сисрĕ пулса иртнине.

Ял çине сас-хура кăларас темерĕç. Оксанăна вара куккăшĕ патне пурăнма ăсатрĕç. Телее, Оксанăн çие юлман. Вăтам шкул пĕтерсен хулана ĕçлеме кайрĕ, ун хыççăн тăван килне таврăнмарĕ. Çулсем иртрĕç. Витя салтака кайрĕ, Оксана хăйĕнчен 6 çул аслăрах йĕкĕте качча тухрĕ. Туй-çуй туса тăмарĕç, общежитире пурăнма тытăнчĕç.

Ун чухне упăшки Оксанăран çапла ыйтнăччĕ: "Кам; Хăçан;" Çамрăк арăм нимĕн те каламарĕ, пуçне минтер айне чиксе çĕрĕпех ĕсĕклерĕ. Упăшки ăнланчĕ пулас, хăй ирĕкĕпе пулман ĕç çинчен. Ун хыççăн кун çинчен сăмах-юмах пулман. Ырă кăмăллăччĕ, ăслă та пултаруллăччĕ мăшăрĕ. Телейлĕ пурнăç пĕтрĕ. Николай аварире вилнине пĕлсен Оксанăн ури айĕнчи çĕр шунăн туйăнчĕ, хăй те тĕпсĕр шăтăка кайнăн туйăнчĕ.

Вăхăт сурана сиплет теççĕ. Хуйхă-суйхă сĕвĕрĕлсе пычĕ, ачисемпе аппаланса вăхăт иртни те сисĕнместчĕ.

Пĕррехинче Иринăпа Ленăна илсе лавккана тухрĕ. Ирина утать, пысăкланнă ĕнтĕ, 5 çул тултарнă, Ленăна виçĕ çул. Пĕчченех тертленсе, асапланса ÿстерет.

Лавккаран тухнă чухне алăк уçăлчĕ те Витя кĕрсе тăчĕ. Малтанхи юратăвне тÿрех палларĕ. Ăçтан манăн-ха ачалăхри туслăха, юратăва; Витя çав кунран пуçласах Оксана патне килкелесе çÿрет. Хĕрачисем те хăнăхнă ĕнтĕ ăна. Мĕн кирлĕ Оксанăна; Мĕншĕн Витьăна татăклăн хурав памасть; Çак ыйтусем Витьăна пĕрре те канăç памаççĕ.

Сăлтавне Оксана никама та каламĕ. Мĕншĕн тесен унăн икĕ хĕр ÿсет. Пурнăçра тем те сиксе тухĕ. Тен, Витя та Иринăпа Лена çине куç хывĕ; Хăй тÿссе курнă инкек сиксе тухасран хăрать. Сыхланакана Турă та сыхлать, теççĕ халăхра.

Ачисем телейлĕ пулсан, Оксана та телейлĕ пулĕ. Амăш чĕрине тата мĕн кирлĕ;

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика