03 августа 2011 г.
ИЮЛĔН 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕн çумĕ, полици полковникĕ О.Н. Яковлев РФ Шалти ĕçсен министерствин районсем хушшинчи "Батыревский" муниципаллă уйрăмĕн сотрудникĕсене çĕнĕ начальникпа – Сергей Измуков подполковникпа паллаштарнă. Халĕ Сергей Иванович – – Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен пĕрлештернĕ уйрăмĕн начальникĕ.
(Аса илтеретпĕр: 2010 çулта Шалти ĕçсен министерствин системинче реорганизаци пуçланнă хыççăн пысăк улшăнусем пулса иртнĕ, Шăмăршă тата Патăрьел шалти ĕçсен пайĕсене пĕрлештерсе полицин "Батыревский" муниципаллă уйрăмне туса хунă. 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Шăмăршăри милици пайĕнче 64 çын ĕçленĕ пулсан, халĕ кунта 26 сотрудник вăй хурать. РФ Шалти ĕçсен министерствин "Батыревский" уйрăмĕн Шăмăршă районĕнчи полици пайĕн начальникĕ пулма К.С. Махмутова çирĕплетнĕ).
С.И. Измуков 1972 çулта пирĕн районти Васан ялĕнче çуралнă, салтак служби хыççăн 1992 çулта шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлеме тытăннă. Милицин ятарлă шкулĕнчен, РФ Шалти ĕçсен министерствин Мускаври юридици институтĕнчен вĕренсе тухнă. 2005 çултанпа Патăрьел районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн криминаллă милици начальникĕнче тăрăшнă.
Полици ĕçченĕсен йышне чакарнă пулин те, вĕсен умĕнче тăракан задачăсен пĕлтерĕшĕ нимĕн чухлĕ те пĕчĕкленмен.
"Сахал йышпа, професиллĕ пысăк ăсталăхпа, халăхпа тачă çыхăнса ĕçлесе эпир Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенче йывăр преступленисем ан пулччăр тесе тăрăшăпăр", – тенĕ пирĕн корреспондента полици подполковникĕ С.И. Измуков.