Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илеме – хамăр алăпа

03 августа 2011 г.

ШĂМĂРШĂРИ "Ромашка" ача садĕнче июлĕн 18-мĕшĕнче юсав ĕçĕсем пуçланчĕç. Ятарлă бригада тытман – ĕçсене коллектив вăйĕпе пурнăçлатпăр. Юсав ирттерме воспитанниксен ашшĕсемпе амăшĕсем те пулăшаççĕ. Хальхи вăхăтра садикри воспитанниксен вĕренÿпе кану пÿлĕмĕсене сăрласа илемлетесси вĕçленсе пырать. Малалла вара коридорсен стенисене, урайсене сăрлăпăр, кухньăна юсаса çĕнетĕпĕр. Юлашкинчен урамри ача-пăча площадкине сăрласа илемлететпĕр.

Юсав ĕçĕсем пынă тапхăрта учреждени ĕçĕ-хĕлĕ татăлмасть – ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене Шăмăршă вăтам шкулĕн çуртĕнче вырнаçнă подразделение леçеççĕ.

Ача садĕнче юсав ĕçĕсем ирттерме сисĕмлĕ пулăшу панăшăн пирĕн коллектив учрежденин попечительсен канашĕн председательне Олег Парфенова, пĕчĕккисен ашшĕсемпе амăшĕсене чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе тав тăвать, çирĕп сывлăхпа тулли телей, пурнăçра ăнăçу сунать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика