Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çÿп-çап – илĕртÿллĕ япала мар...

30 июля 2011 г.

КĔÇНЕРНИ КУН район администрацийĕнче иртнĕ канашлура района администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев ертÿçĕсем умне çакăн пек задача лартрĕ: эрне вĕçлениччен Шăмăршăпа ытти ялсен урамĕсене çÿп-çапран тата хыт-хураран тасатмалла, унчченхи ырă ята каялла тавăрассишĕн çанăсене тавăрса, тар юхтарса ĕçлемелле. Канашлура кашни ĕç коллективĕ валли конкретлă ĕç участокĕ çирĕплетрĕç, пĕрлехи ĕçрен пăрăнса юлма юраманнине палăртрĕç. «Эпир Шăмăршă районĕнче пурăнатпăр, апла пулсан район чысĕшĕн пурин те пĕр çын пек пулса, чăн-чăн патриот пулса тăрăшмалла», – терĕ В.П.Фадеев.

Техника паркĕсемпе фермăсен территорийĕсене те ашкăрса ÿсекен вĕлтĕренпе пиçенрен тасатмалла, çул хĕррисене çулса тухмалла.

Ял çыннисемпе ăнлантару ĕçне ирттермелле: çурт умĕнче вĕлтĕренпе эрĕм кашласа ÿсни, çÿп-çап йăваланса выртни тăван ял ятне ярать вĕт-ха!

Канашлура тыр-пул пуçтарса кĕртессипе, выльăх апачĕ хатĕрлессипе, вут-кăвартан сыхă тăрассипе çыхăннă ыйтусене те çĕклерĕç, ертÿçĕсен яваплăха çирĕп туймаллине палăртрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика