Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿркенмесен, тарласа ĕçлесен

30 июля 2011 г.

ПАЛТИЕЛĔНЧЕ предпринимателе сĕт сутакансем йышлă. Хăш-пĕрисем куллен ăна пĕр центнер таранах ăсатаççĕ. Вĕсенчен пĕри – Асия Хайбуллова фермер.

– 2006 çулта мăшăрăмпа, Альбертпа, «Туслăх» хресченпе фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕмĕр, – каласа парать фермер хуçалăхĕн ертÿçи Асия Энверовна. – Хамăрăн харпăрлăха 5 гектар çĕр илтĕмĕр. Малтанласа пĕрчĕллĕ культурăсем тата курăксем акрăмăр. 2009 çултанпа вара, шултра мăйракаллă выльăхсем усрас тĕлĕшпе специализациленес тесе, мĕн пур лаптăка нумай çул ÿсекен курăксем акса хăвартăмăр. Хальхи вăхăтра пикенсех утă хатĕрлетпĕр.

Хайбулловсен хуçалăхĕнче – сăвăнакан 7 ĕне, пăрусем, вăкăрсем. Кил картинче – Ульяновскран туянса килнĕ, ăратлăха малалла тăсакан вăкăр. Пăрусене ÿстерсе, пушмаксен йышне кĕртсе, вăкăрсене çитĕнтерсе сутнă хыççăн çемье бюджечĕ хушма укçа-тенкĕпе пуянланĕ. Пухăннă тупăш фермер хуçалăхне малалла аталантарма май парĕ. Хуçалăхри МТЗ-82 трактор выльăх çими хатĕрленĕ чух сисĕмлĕ пулăшу парса тăрать.

Тăрăшсан, ÿркенмесен, тарласа ĕçлесен тăван ялтах çемье бюджетне укçа-тенкĕпе пуянлатса пыма пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика