30 июля 2011 г.
РАЙОНТИ хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем пуçланчĕç. Пирĕн пурĕ 11600 гектар çинчи çурхи пĕрчĕллĕ культурăсемпе кĕр тыррисене пуçтарса кĕртмелле. Вырмана 12 «ДОН», 4 «Енисей» тата 23 СК-5 «Нива» комбайн хутшăнать. Пĕр комбайн пуçне 250 гектар, нормăпа пăхнинчен икĕ хут ытла ĕç калăпăшĕ тивĕçет. «Уй-хир карапĕсенчен» чылайăшĕ кивĕ, апла пулсан вырмара йывăрлăхсем кĕтсех тăмалла.
Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем кăçал тухăçлă çитĕннĕ. Анчах вĕсене пÿлмене пухса кĕртме çăмăл пулмĕ. Тăпрара нÿрĕк çителĕклине кура хăмăл çÿллĕ ÿссе çитĕннĕ. Июль уйăхĕн пуçламăшĕнче тата çак кунсенчен çуса иртнĕ шалкăм çумăр ял хуçалăх культурисен пысăк лаптăкĕсене сиен кÿчĕ – тырă çĕр çумне выртрĕ. Çĕр çумне выртнă тырă вăхăтра, кирлĕ пек пиçсе çитеймест, çак лаптăксене ниепле те малтан вырса пăрахмасăр тÿрремĕнех пухса кĕртейместĕн. Тăкаксем нумай пуласси, ытти çулхисемпе танлаштарсан ĕççи ытларах вăхăта тăсăласси каламасăрах паллă. Çак çăмăл мар лару-тăрура уйрăмах вăхăтпа туллин усă курни, вырма техникине кăлтăксăр ĕçлеттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Ĕççи вăхăтĕнче хăрушсăрлăх техникин правилисене çирĕп пăхăнмалла. Йĕтем çинче ачасем ĕçлеççĕ пулсан вĕсен çумне çитĕннĕ çынна çирĕплетмелле, ĕç сыхлавĕ енĕпе инструктаж ирттермелле. Ĕçлеме ирĕк париччен ашшĕ-амăшĕнчен заявлени илмелле. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă хыççăн кăна ачасене ĕçе хутшăнтарма юрать.
Кĕр аки те çывхарать. Кĕр тыррисене пирĕн 3500 гектартан кая мар акмалла. Кунта агротехника мелĕсене тĕпе хурса ĕçлемелле: тăпрана 7-8 см тарăнăш, лайăх кăпкалатмалла, минерал удобренийĕсемпе усă курса, паха вăрлăхпа сентябрĕн 10-мĕшĕнчен кая юлмасăр акса хăвармалла. Вара тин тухăç пысăк пулĕ. Сортсене çĕнетесси çинчен те манас марччĕ.