30 июля 2011 г.
НИМ те яланлăх мар теççĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн çулсем те юхăнаççĕ, кивелеççĕ. Çавăнпа вĕсене пăхсах, юсасах тăмалла. Хăшĕсене вара çĕнĕрен сарма та тивет.
Çак кунсенче Шăмăршăри Космовский ячĕллĕ урамра çул-йĕр ăстисем ĕçлеме пуçларĕç. Рабочисен ушкăнĕ, техника пулăшнипе, темиçе çул каяллах хурса хăварнă бордюрсене кăларать.
– Урамри газонсене хырса çула анлăлатаççĕ, – текенсем те сахал мар. – Транспорт хатĕрĕсем хуларинчен кая мар çÿреççĕ вĕт.
Çынсен шухăшне уçăмлатас тесе çул-йĕр ăстисем патне çитсе куртăмăр, хăйсемпе калаçса пăхас терĕмĕр.
– Çук, газонсене перĕнместпĕр, пĕр метр та тăвăрлатмастпăр, – терĕ тÿрех Канашри çул-йĕр тăвакан тата юсакан территори производство управленийĕн Шăмăршăри участокĕн мастерĕ В.Кудряшов.
Владимир Николаевич каланă тăрăх, тĕп урамра асфальта çĕнетме палăртнă иккен. Кăçал 750 метр çĕнетсе çул сарма укçа-тенкĕ уйăрнă. Кивелнĕ бордюрсене çĕннисемпе улăштарсан çул саракансем ĕçе пуçăнĕç. Çак ĕçе августăн 12-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă. Асфальтпа бетон завочĕ ĕçленĕрен, материал тĕлĕшпе чăрмавсем пулмалла мар.
Çул-йĕр ăстисем кивĕ бордюрсене кăларас ĕçе вĕçлесе те пыраççĕ ĕнтĕ. Мастер çак ĕçре В.Краснов грейдерист, К-700 трактор çине вырнаçтарнă погрузчик машинисчĕ Н.Сергеев тата А.Тихонов водитель тăрăшуллă пулнине палăртрĕ. Ытти рабочисем те хастар.