Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул ачасене кĕтет

30 июля 2011 г.

ПАЛТИЕЛ вăтам шкулĕн территорине кĕрсенех тĕрлĕ тĕспе çиçекен чечексем хăйсен ытамне илчĕç. Чечексен клумбисем – таса та тирпейлĕ.

Сăнав участокĕнчи пахча çимĕç йăранĕсем те кулленхи тимлĕхре пулни тÿрех курăнчĕ. Сухан, укроп, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, помидор, купăста, хăяр лайăх çитĕнеççĕ. Эпир шкула пынă кун арçын ачасемпе хĕр ачасен ушкăнĕ хаваслăн калаçа-калаçа кишĕр йăранĕсене çум курăкран тасататчĕ. А.А.Антонова дежурнăй педагог вĕсен ĕç-хĕлне йĕркелесе пыратчĕ, ачасене хăй те пулăшатчĕ.

– Вĕренекенсем сăнав участокне 10-шар кун ĕçлеме çÿреççĕ, – терĕ Алина Аркадьевна. – Кутăнлашакансем, пăркаланакансем çук. Ачасем палăртнă кун практикăна килеймеççĕ пулсан, ытти кунсенче ĕçлеççĕ. Эпир лайăх ăнланатпăр: килти хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх валли утă тавăрса типĕтесси те, ăна кÿресси те пулать. Ырана хăварма май çук ытти ĕçсем те пулма пултараççĕ.

Ачасем хăйсен аллипе çитĕнтернĕ тĕрлĕ пахча çимĕçе пĕтĕмпех путвала упрама хуратпăр. Тухăç столовăйри апата паха витаминсемпе пуянлатма, унăн хакне пĕчĕкрех тума май парĕ.

Ачасемпе хăйсемпе те калаçу пуçартăм.

А. АНТОНОВА (4 класс):

– Шкула савăк кăмăлпа ĕçлеме çÿретпĕр. Ара, эпир каникул вăхăтĕнче пĕр-пĕриншĕн тунсăхлатпăр-çке-ха. Кунта хамăр класри тата ытти классенчи ачасемпе курнăçса калаçатпăр, пĕрле ĕçлетпĕр.

А. ЯКОВЛЕВА (4 класс):

– Каннă хушăра кунтах вăйăсем те выляса илетпĕр. Пĕрлех чечексене те тасалăхра тытатпăр. Шăрăх çанталăкра пахча çимĕçе, чечексене шăваратпăр та.

7-мĕш класри Владимир Сергеевпа Максим Савельев спортпа туслă пурăннине пĕлнĕ май, вĕсем çу кунĕсенче мĕнлерех вăйăсем вылянипе кăсăклантăм.

– Владимир Михайлов воин-интернационалист ячĕпе хисепленекен урамра спорт площадки пур, – терĕç вĕсем. – Пушă вăхăтра унта эпир, ял ачисем, икĕ командăна пайланса волейболла тата футболла вылятпăр. Каникулăн ытларах пайне килти хуçалăхра ĕçлесе ирттеретпĕр. Выльăх-чĕрлĕх валли утă хатĕрлеме те хутшăнатпăр.

Виçĕ хутлă шкул çуртне кĕрсен, сăрласа илемлетнĕ классене, коридорсене, урайне курсан кăмăл татах çĕкленчĕ.

– Учительсем отпуска каяс умĕн хăйсене çирĕплетнĕ кабинетсене сăрласа тухрĕç, – пĕлтерчĕ С.Л.Сорокина учительница. – Татьяна Кузьмина, Альбина Козлова, Валентина Верьялова, Людмила Долгова, Ирина Борисова, Ираида Пайминапа Регина Кузьмина тухслужащисем – шкул çурчĕн виçĕ хутĕнчи коридорсен стенисемпе урайĕсене, Алина Минулловапа Наталья Юманова поварсем кухньăпа апатлану залĕн урайĕсене сăрласа тухрĕç. Шкул паян тесен паян вĕренекенсене йышăнма хатĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика