Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсене чĕререн тав тăваççĕ

30 июля 2011 г.

РАЙОНТИ тĕп больницăн реанимаци уйрăмне уçнăранпа 15 çул иртрĕ. 2007 çулта вăл çĕнĕ корпуса куçрĕ. Ăна çĕнĕ оборудованипе, койка-вырăнсемпе тивĕçтернĕ. Медицина ĕçченĕсем валли те, сипленекенсемшĕн те пур услови те çителĕклĕ кунта. Тухтăрсемпе сестрасем тата санитаркăсем хăйсен ĕçне чун-чĕререн тăрăшса пурнăçлаççĕ, эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та сиплеççĕ. Чирлĕ çынна ырă сăмах калани те хавхалантарать.

Мĕн каламалли, реанимаци уйрăмĕнче йывăр сусăрланнă, чирленĕ çынсем выртаççĕ. Шурă халатлă ĕçченсем вĕсене сыватса пурнăçпа малалла киленсе пурăнтарма тăрăшаççĕ. Хăйсенчен мĕн кирлине веçех пурнăçлаççĕ. Сывалса тухакансемшĕн вĕсен тăванĕсемпе пĕрле савăнаççĕ, ĕмĕрлĕхех куçне хупакансемшĕн чĕререн хурланаççĕ, мăшăр куçĕсенчен çутă тумламсем юхса анаççĕ. Ара, вĕсем те çынсемех-çке.

Çапла, реанимаци уйрăмне йывăр чирлисене вырнаçтараççĕ. Вĕсен çумĕнчен тухтăрсемпе сестрасем кайма пĕлмеççĕ. Йынăшнă сасă илтсенех чирлĕ çын патне васкаççĕ. Çакна хам куçпа курса ĕнентĕм. Реанимаци уйрăмĕнче ĕçлекенсен ĕçĕ еплерех йывăррине ăнлантăм та туйрăм. Сестрасемпе санитаркăсен ырă кăмăлĕсене пĕлтĕм. Вĕсем йывăр самантра чуна пусарма пĕлни, санпа пĕрле хуйха пайлани савăнтарчĕ.

Акă вĕсем, реанимаци уйрăмĕнче вăй хуракан ырă кăмăллă медицина ĕçченĕсем: уйрăм ертÿçи С.Кириллов, врач анестизиолог-реаниматолог Г.Чернов, З.Леонтьева аслă сестра, С.Терентьева, М.Фадеева, А.Хакимова, Ф.Хураськина сестрасем, Л.Антонова, В.Маштакова, В.Юманова, В.Спиридонова санитаркăсем, çавăн пекех ача-пăча уйрăмĕнчен вăхăтлăха куçарнă С.Силина сестрапа А.Быкова санитарка. Çак ĕçченсене вун-вун çын тав тăвать, пуç таять. Паллах, вĕсене кÿрентерекенсем те, вĕсем çине кăшкăракансем те тупăнаççĕ пуль. «Ку темех мар», – теççĕ вĕсем. Вĕсене çулсем иртсен реанимаци уйрăмĕнчен сывалса тухнă çынсем чĕререн тав туни темрен те паха. Апла пулсан вĕсен ĕçне хаклама пĕлекенсем сахалăн мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика