30 июля 2011 г.
ВĂРÇĂ çулĕсенче терт-асап тÿснĕ çынсем пирĕн хушăра сахаллансах пыраççĕ. Йывăр пурнăç вĕсене ачашламан, пуçран шăлман. Ун вырăнне нуша кучченеçне нумай çитернĕ. Ачасемпе хĕрарăмсен, ватăсен мĕн вăй çитнĕ таран ир пуçласа каçчен ĕçлеме тивнĕ. Çапах та пуçĕсене усман вĕсем, çĕнтерĕве шанса пурăннă.
Окопсемпе траншейăсем чавма та илсе кайнă хĕрарăмсемпе аслăрах çулхи ачасене. Шартлама сивве те, шăрăха та, йĕпе-сапана та пăхмасăр тăрăшнă. Тăраниччен апатне те çиеймен, чăтнă, тÿснĕ.
Энтĕрьел ялĕнче çуралса ÿснĕ М.Китайцевана та вăрçă çулĕсем хĕн-асап нумай кăтартнă. Мария Михайловна Трофимова (хĕр чухнехи хушамачĕ) тата ялти икĕ арçын Беларуçа çар аэродромĕ тунă çĕре тухса кайнă. Ку 1941 çулхи апрель уйăхĕнче пулнă.
Нимĕç çарĕсем Беларуç çĕрĕ çине бомбăсем пăрахма пуçласан, вĕсене документсемсĕрех килĕсене янă, вĕсем камсем пулнине ĕнентерекен хутсем çунса кайнă имĕш. Тăван кĕтесе ырă-сывă каялла çитнĕ, нумай çуран утма тивнĕ. Яла таврăнсан колхозра ĕçлеме тытăннă. 1944 çулта Энтĕрьел каччипе Василий Китайцев фронтовикпа çемье чăмăртанă. Вĕсем 8 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел те, Мария Михайловнăн мăшăрĕ 1990 çулта çĕре кĕнĕ, вăл тата вăхăтсăр вилнĕ тăватă ачине пытарнă. Унăн халĕ 10 мăнук, мăнукĕсен 17 ачи.
М.Китайцева, 90 çула çитрĕ пулсан та, сывлăхпа çÿрет, вăй çитнĕ таран кил хушшинчи ĕçсене пурнăçлать. Вăл халĕ те пахчара çум çумлать, выльăх-чĕрлĕх пăхать.
Мария Михайловнăна туслă çемйи юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлать, татах нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунать.
Александр НИКОЛАЕВ.