Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Клуб учрежденийĕсене – модернизаци никĕсĕ çине

17 августа 2011 г.

Хальхи вăхăтра районта культурăн 32 учрежденийĕ ĕçлет.

Вĕсем Чăваш Республикин Президенчĕ М.В. Игнатьев Патшалăх Канашне янă "Çамрăксене шанмалла!" Çырăвĕнче палăртнă тĕллевсене, районти депутатсен Пухăвĕнче çирĕплетнĕ "Шăмăршă районĕн культури: 2011-2020 çулсем" тĕллевлĕ программăри задачăсене пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçлесе пыраççĕ. Кăçалхи çула Космонавтика çулĕ тесе палăртнă май, çак темăпа палăртнă мероприятисем те иртеççĕ.

Районти библиотекăсене пурне те модельлĕ никĕс çине куçарнă. Культурăпа канăвăн 3 учрежденийĕ – Шăмăршăри Культура аталанăвĕн центрĕ, Пуянкассинчи, Карапай Шăмăршăри Культура çурчĕсем те модернизациленĕ никĕс çинче ĕçлеççĕ.

Культура çурчĕсене тата Культура аталанăвĕн центрне модернизацилени мероприятисен пахалăхне ÿстерме, тÿлевлĕ мероприятисемпе пулăшусенчен пухăнакан укçа-тенкĕн калăпăшне пысăклатма май парать. Çак учрежденисене хальхи вăхăтри сасă, çутă, видеопроекци, компьютер оборудованийĕпе, сцена костюмĕсен комплекчĕсемпе тивĕçтернĕ. 2012-2013 çулсенче Пăчăрлă Пашьелĕнчи, Кивĕ Чукалти, Палтиелĕнчи Культура çурчĕсене модернизацилеме палăртнă.

Модельлĕ библиотекăсене те компьютер техники, видео тата DVD аппаратури уйăрса панă, вĕсене Интернет сетьĕпе çыхăнтарнă. Çулталăк пуçланнăранпа районти библиотекăсенчи "Компьютер пĕлĕвĕн шкулĕнчен" 285 çын вĕренсе тухнă.

Истори тата культура палăкĕсене тĕрĕс-тĕкĕл упрасси çав тери пĕлтерĕшлĕ. Район территорийĕнче çакнашкал 7 обьект шутланса тăрать, вĕсенчен кашнийĕн валли сыхлав обязательствине çырса хатĕрленĕ.

Укçа-тенкĕ тĕлĕшпе çăмăлах мар пулин те хăш-пĕр культура учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем ирттерме май тупатпăр. Ял поселенийĕсене тирпей-хăтлăх кÿмелли пилотлă проектпа килĕшÿллĕн кăçал Шăмăршă районĕнчи культура аталанăвĕн центрĕнче тата Чукалти Культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем йĕркелеме палăртнă.

Пĕрлех çакна та йышăнмалла: клуб учрежденийĕсен пурлăхпа техника бази хальлĕхе тивĕçлĕ шайра мар-ха. Вĕсенчен чылайăшне ятарлă тата профильлĕ çутăпа сасă оборудованийĕпе тивĕçтермен, пуррисем вара паянхи кун ыйтăвĕпе килĕшÿллĕ тăмаççĕ. Культура çурчĕсемпе клубсем валли компьютер техники, хальхи сцена костюмĕсем, сценăна илемлетмелли материалсем туянмалла.

Хальхи вăхăтра клуб учрежденийĕсене паспортизаци тăватпăр.

Шел пулин те, клуб учрежденийĕсенче кадрсен ыйтăвĕ çулран-çул çивĕч юлать. Культурăпа кану профилĕнчи 30 специалистран 4-шĕ кăна профессилле аслă пĕлÿ илнĕ. Специалистсенчен 9-шĕ профессилле вăтам пĕлÿллĕ. Ыттисене илсен, 7-шĕ – ятарлă вăтам (профессипе мар), 10-шĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан вĕренсе тухнă.

Хальхи вăхăтра культура институчĕпе училищинче вĕренекен район çамрăкĕсем – улттăн. Вĕсем диплом илсен тăван районтах тĕпленсе ĕçлеччĕр тесе, студентсемпе тăтăшах тĕл пулса калаçатпăр, ăнлантару ĕçне пурнăçлатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика