17 августа 2011 г.
РАЙОНТИ культура аталанăвĕн центрĕ çумĕнчи ачасен "Антонина" халăх ташă ансамбльне хамăр районта кăна мар, республикăра та лайăх пĕлеççĕ. Антонина Нефедова ертсе пыракан коллектив – республикăри тĕрлĕ смотр-конкурссен, фестивальсен лауреачĕ. Пултаруллă коллективăн ташшисемпе Тюмень, Ульяновск облаçĕсенче, кÿршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнче тата хамăр республикăн кăнтăр районĕсенче пурăнакансем те паллашнă. Хамăр районти пĕр мероприяти те "Антонина" хутшăнмасăр иртмест. Кăçалхи смотр-конкурсăн гала-концертĕнче, Акатуйра ансамбль чăваш ташшине питĕ килĕшÿллĕ ташласа кашнийĕн чун-чĕринче çепĕç те ăшă туйăмсем хăварчĕ.
"Антонинăн" программинче – вырăс, чăваш, тутар, ирçе халăхĕсен, украинецсен, чикансен, тухăç халăхĕсен тата çамрăксен эстрада ташшисем. Сцена костюмĕсене Антонина Нефедова балетмейстер хăйех çĕвĕ машинипе çĕлесе хатĕрлет. Коллективра пурĕ 50 ача ташлать, вĕсене аслă, вăтам тата кĕçĕн ушкăнсене пайланă.
Илемлĕ пултарулăх коллективĕн сцена ăсталăхĕ, паллах, чи малтан ертÿçĕрен нумай килет. Антонина Васильевна, Çĕрпÿри культура училищин хореографи уйрăмне пĕтернĕскер, ансамбль ĕç-хĕлне професси ăсталăхĕпе йĕркелесе пырать.