17 августа 2011 г.
ПАЛТИЕЛĔНЧИ Сирине Невметова хутшăнмасăр ялти Культура çуртĕнче пĕр концерт та иртмест. Тăван ял-йыша тутар тата вырăс халăх юррисемпе савăнтарать илемлĕ сасăллă солистка. Пĕрлех лирикăллă тата эстрада юррисене юрлама, такмак калама та килĕштерет.
Юрăсене хăçан шăрантарма пуçланă-ха Пăва районĕнчи Хĕрĕстак ялĕнче çуралса ÿснĕ, кайран качча тухса Палтиелĕнче тĕпленнĕ Сирине Изгаровна;
– Манăн атте тальянка купăс калама ăстаччĕ, анне юрлама юрататчĕ, – чунне уçса пачĕ Росгосстрах агенчĕ Сирине Невметова. – Вĕсем çине пăхса Лейсан йăмăкпа иксĕмĕр пилĕк-ултă çултах юрлама пуçларăмăр. Аттепе анне пире хавхалантаратчĕç, тутар халăх тата лирикăллă юрăсене вĕрентетчĕç.
Сиринепе Лейсан шкулти концертсене те тăтăшах хутшăннă, смотр-конкурссенче вăй виçнĕ. Пултарулăхшăн чысланă Грамотăсемпе Дипломсене паянхи кунчченех тирпейлĕн упрать Сирине Изгаровна, вĕсем çине пăхса ачалăха аса илет.
Кÿршĕллĕ Янтуканти вăтам шкултан вĕренсе тухсан, 1982 çулта, мал ĕмĕтлĕ тутар хĕрĕ Лаишевкăри ял хуçалăх техникумне, бухгалтери учечĕн уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Студентка чухне кÿршĕллĕ ялсене тăтăшах концертпа тухса çÿренине кăмăллăн асăнчĕ Сирине Невметова. Пăвара бухгалтерта ĕçленĕ çулсене те юрăран уйрăлман. 1988 çултанпа вара, Палтиел каччипе Минзалтдин Невметовпа пĕр çемьене пĕрлешнĕренпе, хăйĕн уçă та янăравлă сассипе çак ял çыннисене савăнтарать.
– Сирине Изгаровна – пултаруллă солистка, – тет Шăмăршăри Культура аталанăвĕн центрĕн директорĕ Владимир Павлов. – Çавна май районти жюри ăна çулленех Акатуйра юрлама чĕнсе илет. Кăçалхи ĕçпе юрă уявĕнче вăл "Кышкы чия" ("Зимняя вишня") лирикăллă юрра чĕре хĕлĕхне хускатса юрласа пачĕ.
Минзалтдинпа Сирине Невметовсем икĕ ача ÿстереççĕ. Асли, Линар, Ульяновск университечĕн таможня ĕçĕн уйрăмĕнче 4 курс пĕтернĕ. Кĕçĕнни, Лейла, Палтиел вăтам шкулĕн 10 класне вĕренме куçнă. Лейла амăшĕ пекех юрлама юратать. Районти "Çамрăк сасăсем" фестивале те хутшăннă вăл.
Сирине Изгаровна 1991 çултанпа Палтиелĕнче Росгосстрах агентĕнче тăрăшать. Хăйĕн ĕçне юратса тăвать вăл, çынсемпе яланах ăшшăн калаçать.
Юлашкинчен пирĕн калаçу каллех юрă çине куçрĕ.
– Юрă шăрантарасси – манăн чун туртăмĕ, – терĕ çепĕç сасăллă солистка. – Залра ларакансем юррăмсене кăмăллăн йышăнни ÿт-пĕве çĕнĕ вăй-хăват кĕртет, чун-чĕрене хавхалантарать. Юррăмсем – манăн çунатăмсем, юрланă чух хама çав тери телейлĕ туятăп.