17 августа 2011 г.
ПУЯНКАССИ ял поселенийĕ – районта пысăккисенчен пĕри. Тăватă яла – Пуянкасси, Виçпÿрт Шăмăршă, Хайпăлапа Кахăрлă Шăхаль ялĕсене пĕрлештерсе тăрать. Поселени территорийĕнче паянхи куна 506 хуçалăх шутланать, пĕтĕмпе 1757 çын пурăнать. Вĕсенчен 311-шĕ – пенсионерсем, 67-ĕшĕ – инвалид, 9 инвалид ача. Аслă Отечествăлла вăрçă участникĕсем вара тăваттăн çеç юлнă.
Мĕнлерех пурăнаççĕ-ха ялсенчи çынсем; Ку ыйтăва эпĕ ял поселенийĕн пуçлăхне А.Э.КУЗЬМИНА патăм.
– Ял халăхĕ кулленхи пурнăçа выльăх-чĕрлĕх усранипе сыпăнтарса пырать, – пуçларĕ калаçăва Аркадий Эмирович. – Чылайăшĕ – вăй питтисем – Мускава, Питĕре кайса ĕçлесе килеççĕ. Хăшĕсем чиперех ăнтараççĕ пулас: ялсенче çĕнĕ, капмар çуртсем ÿссех пыраççĕ.
– Ялсем çĕнелеççĕ эппин; Çамрăксем те йышлă пулĕ-ха?
– Ку ыйтăва иккĕллĕ хурав пама пулать: ун пек те, кун пек те. Чăнах та, яла юлса, тăван çĕр çинче тĕпленсе çемьеленнĕ çамрăксем хăйсен вăйĕпе çурт-йĕр çавăраççĕ. Ипотека кредичĕ, ссуда илекенсем те пур. Маларах ялсенчен хуласене тухса кайнă çамрăксем каялла таврăнманпа пĕрех. Атте-анне çурчĕ хупăнать. Ялсенче пушă ларакан çуртсем те чылай.
– Аркадий Эмирович, эсир маларах çынсем выльăх-чĕрлĕх нумай усрани пирки асăнтăр-ха та...
– Мăйракаллă шултра выльăхсем 921 пуç шутланаççĕ, çав шутра сăвăнакан ĕнесем – 476 пуç. Сыснасен йышĕ вара икĕ пин пуç патнеллех. Сурăх-качака – 1039, лашасем – 64 пуç. Чылайăшĕ килти хуçалăхра кролик йышлă усрать. Кăçал, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, выльăхсен шучĕ чакман. Вĕсене хĕл каçарма ансатах пулмарĕ ĕнтĕ. Ĕнесене сыхласа хăварнă уйрăм хуçалăхсене патшалăх укçа парса та пулăшрĕ.
Ялсенче сĕт сутакансем те йышлă. Маларах ăна предпринимательсем 8 тенкĕпе туянатчĕç пулсан, халĕ конкуренци пур: хак 9-10 тенке çитрĕ. Пысăк укçах мар та – ял çыннишĕн вăл та пулăшу.
– Поселени территорийĕнче пушă выртакан çĕрсем çук-и?
– Çук. Поселенире икĕ пысăк хуçалăх: «Колос» тата «Карлинская» агрофирмăсем. Çавăн пекех, фермер (хресчен) хуçалăхĕсем – 15. Вĕсем хăйсен çĕрĕсемпе туллин усă кураççĕ. Ял çыннисем те анкартийĕсене пушă вырттармаççĕ. Хăйсен çĕр пайĕсене хуçалăхсене, фермерсене панисем те йышлă. Усси пур çакăн. Акă «Колос» агрофирма пĕр çĕр пайĕ пуçне 1,5 центнер тырă парать. Çынсем ăна илме пуçланă та ĕнтĕ. Çак ĕç паян-ыран «Карлинская» Агрофирма» ЗАОра та пуçланать.
– Çавах та, Аркадий Эмирович, кăлава пуçне паян мĕн ытларах ыраттарать?
– Пытармасăр калас-тăк, укçа çитменни. Пирĕн бюджет – икĕ миллион тенке яхăн. Паянхи кун çак укçапа кăна мĕнех тăвайăн ĕнтĕ; Ĕçлемелли вара нумай, пур çĕрте те укçа кирлĕ. Тĕп ыйтусенчен пĕри – халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтермелли программăна пурнăçа кĕртесси. Пуянкасси, Кахăрлă Шăхаль, Хайпăла ялĕсенче пăрăхсем хывма проектсем хатĕрлеме тытăнмалла. Виçпÿрт Шăмăршăра ку ĕçе 2009 çултах вĕçлеме май килнĕччĕ. Шыв ыйтăвĕ Кахăрлă Шăхаль ялĕнче уйрăмах çивĕч тăрать темелле. Юрать-ха, пусăсем пур. Пĕлтĕрхи шăрăхра вĕсенчен те чылайăшĕ типнĕпе пĕрехчĕ.
– Çулсене илес пулсан?
– Тĕп ыйту – Виçпÿрт Шăмăршăра 1800 метр асфальт сарасси. Проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлесе çитернĕ. Тепĕр çул Кахăрлă Шăхаль ялĕнче те асфальт сарса пулмĕ-и-ха тетпĕр. Пуянкассинче те асфальтсăр пĕр урам пур.
– Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен те вăхăт нумай юлмарĕ. Çавăн пекех, ытти объектсене те хĕле хатĕрлемелле...
– Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тата Виçпÿрт Шăмăршăри пуçламăш шкулсем ачасене йышăнма хатĕр. Икĕ ача сачĕ пирки те çакнах каламалла. Библиотекăсем те юсавлă, вĕсенче хĕлле ăшă пуласси пирки пĕрре те иккĕленместĕп.
Ялсене тирпей-илем кĕртес ыйту та – чи çивĕччисен шутĕнче. Шел те, хăшĕ-пĕри тирпей-илеме ял поселенийĕн специалисчĕсемпе культура ĕçченĕсем тумалла тесе шутлать, хăйĕн çурчĕ умĕнче, урам хушшинче тирпейлĕ те илемлĕ пултăрччĕ тесе нимĕн те тумасть. Унашкаллисемпе хытах калаçма тивет.
«Чи илемлĕ ял», «Чи тирпейлĕ урам», «Чи тирпейлĕ кил» ятсене çĕнсе илессишĕн тăрăшакансем пур-ха, анчах чи лайăххисене хавхалантарма майсем сахал. Укçа çукки чи илемлĕ ĕмĕт-шухăша çапса хуçать...