Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕне туянатăр пулсан

17 августа 2011 г.

ĔНЕ сутăн илес тетĕр пулсан вăл миçе çулта пулнине пĕлме тăрăшăр. Выльăх миçе çултине унăн шăлĕсем тĕрĕс кăтартаççĕ.

Ÿссе çитнĕ ĕнен 32 шăл, вĕсенчен тĕп шăл – 24, курăк çыртмаллисем – 8. Çÿлти янахĕнче курăк çыртмалли шăлсем çук.

Ĕнесен 5 çул хыççăн курăк çыртмалли шăлсем якалнине асăрхама пулать, 8 çула çитиччен курăк çыртмалли варринчи шăлсем çурри таран хăйралаççĕ, 10 çулта малти шăлсем тăваткал формăллă пулса юлаççĕ, 15 çул тĕлнелле вĕсем шăл туни таранччен хăйралса пĕтеççĕ, 17-18 çул тĕлнелле вĕсем ÿкме тытăнаççĕ.

Ĕне миçе çултине мăйраки çинчи миçе çаврашка пулнине кура та палăртма пулать. Кашни çаврашка ĕне çавăн чухлĕ пăру тунине пĕлтерет. Пĕтĕм çаврашкасен шучĕ çумне 2 хушсан ĕне миçе çулти паллă пулать.

Çулталăк çурăчченхи пушмак пăрусене мăйраки тăршшĕне кура палăртма пулать. Пăру мăйраки вăл пĕр уйăх тултарсан шăтма пуçлать, кашни уйăхра 1-шер сантиметр ÿссе пырать. Çапла майпа пушмак пăру миçе çултине пĕлме унăн мăйраки тăршшĕн виçи çумне пĕр сантиметр хушмалла.

Туянакан выльăх сывлăхĕ мĕнле пулнине те асăрхама тăрăшмалла. Сывă ĕне хăйне чĕррĕн тыткалать, куçĕсем таса, çирĕппĕн те çăмăллăн утать, тасан сывлать, хăрăлтатмасть, ÿсĕрмест. Унăн тирĕ яка, çемçе, кĕсенленсе тăракан, шыçнă вырăнсем çук.

Тепĕр япалана та уйрăммăн асăрхаттарса хăвармалла. Яланах сире тата сирĕн çемьери çынсене килĕшнĕ ĕнене кăна туянăр. Ун пек чухне вĕсем ĕнене юратса пăхаççĕ. Ĕне вара ытти выльăхсем пекех хăйне юратнине лайăх туять.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика