17 августа 2011 г.
ЯЛА ĕçчен çынсем илем кÿреççĕ. Çĕнĕ Чукалта Шепейкинсен çемйи – пуриншĕн те ырă тĕслĕх. Сергейпе Наташа çирĕп хуçалăх тытаççĕ, лаша, икĕ ĕне, пăрусем, сыснасем, хурсемпе чăх-чĕп усраççĕ.
Шепейкинсен ачи-пăчи ÿссе тĕрлĕ çĕре саланнă ĕнтĕ, мĕн пур ĕçе иккĕн тума тивет. Апла пулин те йывăрлăхран хăрамаççĕ Сергейпе Наташа. Вĕсен çурчĕ умĕнче те, пахчинче те яланах тирпейлĕ те илемлĕ, картишĕнче те пĕр улăм пĕрчи йăваланса выртнине кураймăн. Пур çĕре те ĕлкĕреççĕ вĕсем: вăрманта вутă хатĕрлеме те, утă çулса турттарма та. Килте лаша пулнăран, ял çыннисене те пулăшаççĕ: çĕр улми лартма, йăран хушшисене çурма, утă хатĕрлеме...
...Эпĕ Шепейкинсем патĕнче пулнă чух Сергей Васильевич лаша кÿлетчĕ.
– Кăçал курăк нумай, çулса килем-ха терĕм, – пĕлтерчĕ кил хуçи. – Утă икĕ çуллăх хатĕрлеме сĕнет Президент. Эпĕ унăн сăмахне ырласа йышăнатăп: саппас яланах кирлĕ.