17 августа 2011 г.
ПАЛТИЕЛ ялне кайсан, Гагарин урамĕпе утнă чухне кермен евĕр илемлĕ çурта курсан, хуçисемпе паллашмасăр иртсе каяймарăм. Хапха умĕнче вак-тĕвек ĕçсемпе аппаланакан çамрăк çын шăпах çак çурт хуçи иккен. Ринат Измайловпа иксĕмĕр хушшинче калаçу çăмăллăнах çыхăнса кайрĕ.
Çирĕм виççĕри йĕкĕт 2010 çулта ялта фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ-мĕн. Ăна икĕ гектар çĕр уйрса панă. Пĕлтĕр пĕр гектар çĕр улми, пĕр гектар купăста çитĕнтернĕ. Шăрăх çанталăка пула тупăш тăкаксене кăна саплаштарайнă. Анчах каччă çĕр ĕçĕ çине алă сулман, пăшăрханса ÿкмен – кăçал çуркунне пĕтĕм лаптăк çине курăк вăррисем акнă. Курăк, пур çĕрти пекех, лайăх ÿснĕ. Çамрăк фермер халăха паха утă сутать. Килес çул вара Ринат Измайлов темиçе пуç сăвакан ĕне усрама, темиçе пуç вăкăр çитĕнтерсе сутма ĕмĕтленет.
Ашшĕ, Асхат Сафатдинович (вăл Мускавра вахта мелĕпе водительте ĕçлет), тетĕшĕ, Марат (Ульяновск хулинче шоферта вăй хурать) пулăшу панипе, тĕп килпе юнашарах Ринат пĕлтĕр никĕс ярса кирпĕчрен пысăк çурт купалаттарнă, тăррине кĕрен металл-черепицăпа виттернĕ. Кăçал кĕркунне чÿречесем лартма, алăксем вырнаçтарма ĕмĕтленет.
Пÿлĕмсемпе кăмăлласах паллаштарчĕ çурт хуçи. Кирпĕчпе пÿлнĕ пысăк зал, çывăрмалли пÿлĕм, прихожăй, ваннăй Ринат çемйине (вăл хальлĕхе авланман-ха) пысăк савăнăç кÿрсе тăрĕ. Урайне тимĕр-бетон плитасем хурса çирĕплетнĕ. Аялти хутра котельнăйпа путвал пулĕç.