17 августа 2011 г.
ПАЛЛĂ ĕнтĕ, унчченхи СССРăн 1974 çулта кăларнă паспорчĕсене Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспорчĕпе улăштарасси 2004 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче вĕçленнĕ.
Апла пулин те, тĕрлĕ сăлтавпа, хăш-пĕр çынсем халĕччен те СССР паспортне Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспорчĕпе улăштарман. Хăшĕ-пĕри тата, тĕне ĕненнипе сăлтавласа, Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортĕнче 666 число пур тесе шутлать.
Тĕрĕссипе вара, Раççей Федерацийĕн Миграци служби 2009 çулхи декабрĕн 7-мĕшĕнчи 339-мĕш номерлĕ приказпа çирĕплетнĕ Административлă регламентпа килĕшÿллĕн, паспорт бланкĕн иккĕмĕш страницинчи "личный код" реквизита пушă хăвараççĕ. "666" цифрăсем паспортра пачах та курăнмаççĕ.
Федерацин миграци службин Чăваш Республикинчи Управленийĕ халĕччен те СССР паспорчĕпе пурăнакан граждансене ăслă-тăнлă пулма, кивĕ паспорта пĕр тăхтамасăр Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспорчĕпе улăштарма чĕнсе калать. Çĕнĕ паспорт панă чух хальлĕхе никама та администраци енчен явап тыттармаççĕ, çапла вара пĕр шикленмесĕрех миграци службин (унчченхи паспорт служби) районти подразделенине килме ыйтатпăр.