20 августа 2011 г.
АВГУСТĂН 22-мĕшĕнче çĕр-шывăмăр хăйĕн наци уявĕсенчен пĕрне – Патшалăх Ялавĕн кунне – паллă тăвать. Ăна Раççей Президенчĕн 1994 çулхи августăн 22-мĕшĕнче алă пуснă Указĕпе туса хунă.
Виçĕ тĕслĕ ялав историйĕ пуян. Пуçласа шурă-кăвак-хĕрлĕ ялава Алексей Михайлович патша вăхăтĕнче, 1667 çулта, "Орел" карап çинче çĕкленĕ. "Орел" çак ялав айĕнче вăрах ишеймен: Атăл тăрăх Ăçтархана аннă май ăна Степан Разин майлисем çунтарса янă. I Петĕр вăхăтĕнче триколор патшалăх ялавĕ пулса тăнă ĕнтĕ, ăна Раççейĕн питĕ хăвăрт аталанакан флочĕн мĕн пур карапĕ çинче çĕкленĕ. Шăпах I Петĕр 1705 çулта указ кăларнă, вăл кашни карап çинче виçĕ тĕслĕ ялав çĕклеме хушнă, унăн тĕслĕхне те хăех ÿкерсе кăтартнă, йĕрсем мĕнле пулмаллине палăртнă. Кашни тĕсĕн – хăйĕн пĕлтерĕшĕ. Шурри – ирĕклĕх, кăвакки – авалтанпах Раççее хÿтĕлекен Турă амăшĕ, хĕрли – патшалăх палли. Тепĕр верси тăрăх шурă тĕс чыса палăртнă, кăвак тĕс – тÿрĕ кăмăла, хĕрли вара – вырăссемшĕн кăтартуллă хăюлăхпа ырă кăмăла.
Раççей патшисем ялав ÿкерчĕкне пĕрре кăна мар улăштарнă. Сарă тата хура йĕрсем те, ăмăрт кайăк ÿкерчĕкĕ те пулнă. III Александр вăхăтĕнче кăна, 1883 çулта, шурă-кăвак-хĕрлĕ пусма Раççей империйĕн официаллă ялавĕ пулса тăнă. Февральти революци хыççăн та çаплах пулнă-ха. 1918 çулта тин Яков Свердлов хăйĕн декречĕпе хĕрлĕ ялава – çулăмпа юн тĕсне – пурнăç панă.
73 çул иртсен, 1991 çулта, август уйăхĕнчи путча парăнтарнă хыççăн виçĕ тĕслĕ ялав каялла таврăннă. Ун чух вун-вун пин çын хутшăннă манифестацие пухăннă халăх каварçăсене çĕнтернине паллă туса питĕ пысăк çак ялав айĕнче утнă. Августăн 22-мĕшĕнче çĕнĕ ялав Шурă çурт çийĕн вĕлкĕшме пуçланă.
2000 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче Владимир Путин Патшалăх Думине "Раççей Федерацийĕн Патшалăх Ялавĕ çинчен" саккун проектне панă, Дума ăна çав çулхи декабрĕн 8-мĕшĕнче йышăннă. 20-мĕшĕнче саккун проектне Федераци Канашĕ ырланă, 25-мĕшĕнче Владимир Путин алă пуснă. Çапла вара виçĕ тĕслĕ ялав никама пăхăнман çĕнĕ Раççейĕн патшалăх символĕ пулса тăнă. Çĕр-шывăн чи пысăк ялавĕ, 3х4 метрлăскер Кремль çийĕн вĕлкĕшет.