20 августа 2011 г.
"АГРОСЕРВИС" ОООн Çĕнĕ Чукалти уйрăмĕн йĕтемĕ çинче ир пуçласа каçчен хĕрÿ ĕç вĕрет: рабочисем çĕнĕ тухăçа тасатса сортлаççĕ, кĕлете кĕртеççĕ. Кунти ĕçсене Любовь Угарина ертсе-йĕркелесе пырать. Владимир Сарандаевпа Геннадий Угарин машинистсем сортировкăсене самантлăха та ахаль лартмаççĕ, тухăçлă, чăрмавсăр ĕçлеттерме тăрăшаççĕ.
Мария Ильичева, Вера Симурзина, Наталья Макеева тата Ольга Князева рабочисем те тăрăшуллă. Хиртен тырă турттаракан Алексей Ильичев, Федор Нефедов, Юрий Симурзин, Вячеслав Малышев водительсем вĕсене канăç мĕнне пĕлме памаççĕ – кузов хыççăн кузов тырă пушатаççĕ. Тухăç та начар мар, савăнмалăх пур.
Перасковья Храмова повар вĕри апатпа хăналанă хыççăн тырçине хутшăнакансен ĕçлес хастарлăхĕ татах та ÿсет.