Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Е тĕрлеме ларать те, тĕрри шăрçа пек пулать...

20 августа 2011 г.

ŸРКЕНМЕНСКЕР, ларса канма пĕлменскер. Çапла калаççĕ ун пирки Палтиелсем. Сăмах кунта А.Семенова пирки пырать.

Хĕрĕх çула çывхараканскер, Алиса Николаевна ялти çемье тухтăрĕн офисĕнче медсестра пулса ĕçлет. Хăйĕн тивĕçне чунтан парăннă специалист вăл. Çакăншăн хисеплеççĕ те ĕнтĕ ăна ял çыннисем.

Килте те пушă вăхăт çукпа пĕрех ĕçчен хĕрарăмăн. Вĕсен пахчи те – ялта пĕрре. Çĕр улмисĕр пуçне кашни çулах тĕрлĕрен пахча çимĕç те нумай çитĕнтереççĕ. Пахчара пĕр çум-курăк кураймăн.

Уйрăмах чечексем ÿстерме ăста А.Семенова. Мĕнлисем кăна çук-ши вĕсем унăн; Ытарайми илем мĕн çуркуннерен пуçласа кĕркунне чченех куçа савăнтарать, кăмăла çĕклет. Çакă хăех вĕсене ÿстерекен ырă чун-чĕреллĕ çын пулнине пĕлтерет пулĕ.

Алă ăсти те Алиса Николаевна: тĕрлет, çыхать, çĕлет. Вăл ăсталанă, унăн аллисем витĕр тухнă япаласене ăмсанмалли çеç юлать: пăхса ытараймăн. Хăйĕн вăрттăнлăхĕпе вăл ыттисене те хаваспах паллаштарать, ăсталăха алла илме пулăшать.

Ĕçчен хĕрарăмăн мăшăрĕ те – Николай – ÿркенмен çын. Хальхи вăхăтра вăл ял çывăхĕнчи шыв хранилищине тунă çĕрте тăрăшать.

Алисăпа Николай Семеновсем виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Çемье хăйсен вăйĕпе çĕкленĕ икĕ хутлă капмар çуртра пурăнать. Вĕсем выльăх-чĕрлĕх те тытаççĕ, кайăк-кĕшĕк йышлă усраççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика