27 августа 2011 г.
ИЮЛЬ уйăхĕнчи хĕвеллĕ кун Шăмăршăпа Карапай Шăмăршă хушшинчи "Волнушка" каферен полицин дежурнăй чаçне шăнкăрав çитрĕ. Унта çул çитмен çамрăк, ÿсĕрскер, ыттисене апатланма чăрмантарать-мĕн. Часах эпир автомашинăпа вырăна çитрĕмĕр, обществăлла йĕркелĕхе пăсакан ÿсĕр çамрăка полици уйрăмне лартса килтĕмĕр, протокол çыртăмăр.
Ĕç-пуçа тĕплĕнрех тишкерсен унăн ашшĕ те ĕçкĕпе иртĕхни палăрчĕ. "Улми йывăççинчен аякка ÿкмест", – тет халăх каларăшĕ. Ашшĕ алкоголь шĕвекне килĕштерет – ачи те çак сулнăка кĕрсе ÿкет. Кăçалхи 7 уйăхра районти çул çитмен 4 çамрăк обществăлла вырăнсенче ÿсĕр çÿрени палăрнă. Паллах, вĕсем пирки тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Çак çамрăксен ашшĕ-амăшĕ ĕçкĕпе туслă пурăнать. Начар тĕслĕх кăтартатăн – ырă мар йăлана ачунта куратăн.
Августăн 15-мĕшĕнче "Çул çитмен çамрăк" операцин виççĕмĕш тапхăрĕ – вăл "Çемье" ятпа пырать – пуçланчĕ. Августăн 24-мĕшĕччен тăсăлакан çак операци вăхăтĕнче профилактика ĕçĕн ытти субъекчĕсемпе пĕрле начар лару-тăру хуçаланакан çемьесене çитетпĕр (полици уйрăмĕн çул çитменнисен инспекцийĕнчи учетра хăйсен ачисене тивĕçлĕ воспитани парайман 7 çемье шутланса тăрать), тĕрĕслев ирттеретпĕр. Ашшĕ-амăшĕ ĕçкĕпе иртĕхмест-и, ачасем тивĕçлĕ тимлĕхре-и, çак çемьесенчи ачасем каникул кунĕсене усăллă ирттереççĕ-и; – шăпах çак ыйтусем интереслентереççĕ пире. Кирлĕ пулсан çийĕнчех мерăсем йышăнатпăр, пулăшатпăр. Пĕрлех хăйсен ачисене кирлĕ воспитани пама тăрăшман ытти çемьесене те тĕпчетпĕр. Çакнашкаллисем палăрсан вĕсене те учета илĕпĕр.
Пĕлтĕр 7 уйăхра çул çитменнисем 4 преступлени тунăччĕ, кăçал çак тапхăрта – 1. Преступлени тăвасси чакни – ырă пулăм. Ачасем яланах ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕнче пулмалла. Уйрăмах – каникул тапхăрĕнче.