Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Айăплисене каçару çук

27 августа 2011 г.

КĂÇАЛХИ 7 уйăхра район территорийĕнче 90 преступлени тунине регистрациленĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, преступлени тăвасси 39,6 процент чухлĕ чакнă. Преступленисен 94,7 процентне уçса панă.

Тÿнтерле ĕçсене уйрăммăн илсен, кăçал, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, вĕлерессипе хăратасси, хĕнесе пурăнасси (истязание), обществăлла вырăнсенче, урамра кукăр çул çине тăрасси, ÿсĕр çынсем саккун йĕркисене пăсасси ÿснĕ. Çав вăхăтрах çын çине алă çĕклесси, ют пурлăха вăрласси, хваттер çаратасси, ултавлă ĕç (мошенничество), наркотиксемпе, экономикăпа çыхăннă преступленисем тăвасси, малтан судпа айăпланнисем, ниçта та ĕçлеменнисем, ушкăнпа каварлашакансем саккуна хирĕçле сукмак çине тухасси чакнă. Уççăн çаратасси (грабеж) пĕр шайрах юлнă (пĕрер преступлени).

Июль уйăхĕнче алăсене ирĕке янă 5 факта шута илнĕ. Çулталăк пуçланнăранпа çакнашкал 26 преступлени пулнă. Полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем кунашкал преступленисене уçса парас тĕлĕшпе малашне те тимлĕн ĕçлесе пырĕç. Айăплисем суд сакки çине ларĕç. Пĕчĕкрех преступленисемпе çийĕнчех кирлĕ мерăсем йышăнни йывăр преступленисенчен сыхланма май парĕ.

Иртнĕ уйăхра Карапай Шăмăршăра пĕр арçын лаша вăрланă пулнă. Çак преступление кĕске вăхăтрах тăрă шыв çине кăларнă, материалсене суда тăратнă.

Хăш-пĕрисен выльăх-чĕрлĕхĕ çăвĕпех ирĕкре çÿрет. Вĕсене вăрăсем куç хывнă тĕслĕхсем районта çулленех пулаççĕ. Çавна май кил хуçисене хăйсен выльăхĕсене кăкарса усрама, тимлĕхре тытма сĕнетпĕр.

Вырма тапхăрĕнче районти полици уйрăмĕн "Шырав" тата "Хÿтлĕх – засада" ушкăнĕсем вăйлатнă режимпа ĕçлеççĕ, тыр-пул çине кукăр алăллă çынсем куç ан хывччăр тесе тăрăшаççĕ. Ют пурлăха хапсăнма, çăмăллăн пуйма пăхакансене каçару пулмĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика