27 августа 2011 г.
90-МĔШ çулсенче ял хуçалăхĕнчи çĕрсен палăрмаллах пысăк пайне колхозсемпе совхозсенчен туртса илсе ялсенче пурăнакансене харпăрлăха валеçсе панă. Миçе гектар пай çĕрĕ пурри çинчен çырса çирĕплетнĕ свидетельствăна вĕсенчен кашнийĕ паян кунчченех упрать. Анчах çынсем çак вăхăтчен те хăйсен пай çĕрĕ хăш вырăнта вырнаçнине пĕлмеççĕ, ăна палăртма та май пулман. Мĕншĕн тесен çакăн пирки свидетельствăра нимĕн те çырман. Камăн пай çĕрĕ хăш вырăнта вырнаçнине пĕлес тесен вырăна тухса палăртмалла.
Маларах, ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсен çаврăнăшĕ çинчен саккуна йышăниччен, пай çĕрĕсене килĕшÿсем çирĕплетнипе те арендăна пама пулнă. Халĕ çак йĕрке улшăннă – хăш вырăнта вырнаçнине палăртнă, патшалăх кадастр учетне тăнă, регистраци туни çинчен свидетельство илнĕ пай çĕрĕсене анчах арендăна пама пулать.
2011 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ саккунри улшăнусем çак ĕçе икĕ мелпе – пĕрлехи пуху йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн тата уйрăммăн йĕркелеме май параççĕ. Пĕрлехи пуху йышăннипе пай çĕрĕпе уйрăлса тухма шутланă, анчах çĕр лаптăкĕн чиккине палăртакан проекта пухура çирĕплетмен пулсан палăртнă иккĕмĕш мелпе усă курмалла.
Çĕрпе уйрăлса тухаканăн малтан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ячĕпе пĕрлехи пуху пухма ирĕк ыйтса заявлени çырмалла. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пуху пуласси çинчен ытти пай çĕрĕсен хуçисене те пĕлтерет. Пуху мĕн тĕллевпе, хăçан тата ăçта иртни çинчен район хаçатĕнче, район администрацийĕн сайтĕнче пĕлтермелле. Пĕлтерÿ пичетленнĕ хыççăн 40 кунран пуху ирттермелле. Унта çĕр лаптăкĕсене пай çĕрĕсен шучĕпе уйăрса парасси çинчен йышăну çирĕплетеççĕ, çĕр лаптăкĕпе уйрăлса тухакан харпăрлăх хуçисен шутне, вĕсене миçе гектар çĕр лаптăкĕ тивĕçнине палăртаççĕ, çак ĕçшĕн яваплă çын – уполномоченнăй суйлаççĕ, т.ыт.те.
Пухура çирĕплетнĕ уполномоченнăй çĕр лаптăкĕн чиккине палăртакан проекта хатĕрлес тĕлĕшпе кадастр инженерĕпе килĕшÿ çирĕплетет. Çĕр лаптăкĕн чиккине çирĕплетнĕ хыççăн кадастр инженерĕ туса ирттернĕ ĕç çинчен мĕн пур пай хуçисене "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат урлă пĕлтерет. Уйăрса панă çĕр лаптăкĕсем ăçта вырнаçни килĕшмест пулсан вĕсен пĕлтерÿ пичетленнĕ хыççăн 30 кун хушшинче кадастр инженерне пĕлтерме ĕлкĕрмелле. Çĕр лаптăкĕн чиккине палăртнине çирĕплетме иккĕмĕш хут пĕрлехи пуху пухмалла. Уполномоченнăй пуху ирттерме ирĕк ыйтса иккĕмĕш хут ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ячĕпе заявлени çырать. Пухура проекта çирĕплетнĕ хыççăн мĕн пур пек документсемпе пĕрле çĕр пайне кадастр учетне тăратма тата патшалăх регистрацийĕ тума ыйтса Чăваш Республикинчи Росреестр управленине е Федерацин "Çĕр кадастрĕн палати" Чăваш Республикинчи управленине икĕ заявлени çырмалла.
Çапла майпа пай хуçисем хăйсен пай çĕрĕсене харпăрлăха илме пултараççĕ.
Пай çĕрĕсене харпăрлăха çирĕплетессипе çыхăннă ыйтусем çине Чăваш Республикинчи Росреестр управленийĕн специалисчĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата тĕплĕнрех хуравсем пама пултарĕç.