27 августа 2011 г.
АЧАСЕНЕ мĕн пĕчĕкрен çут çанталăка, тăван тавралăха юратма вĕрентсе ÿстересси – чăннипех пархатарлă пулăм. "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн ĕçченĕсем те çакăн çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çитĕнекен ăрăва эпир яланах хапăл.
Вăрман, вăрман тетпĕр. Мĕн-ха вăл ачасемшĕн, уйрăмах ача сачĕсене çÿрекенсемшĕн; Камсем пурăнаççĕ, мĕн-мĕн çитĕнет, ÿсет унта; Пĕр сăмахпа, вăрман пурнăçĕ, унăн вăрттăнлăхĕсем шăпăрлансемшĕн те интереслĕ.Пĕлмелли вĕсемшĕн кунта чăннипех нумай.
Çак кунсенче кăна-ха Шăмăршăри "Аленушка" ача сачĕн воспитанникĕсем "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕнче пулса курчĕç, кунти вăрман пурнăçĕпе паллашрĕç, унăн илемĕпе киленчĕç. Экологи çул çÿревĕ пурин кăмăлне та кайрĕ, усăллă иртрĕ.
Экскурсире ачасем йывăç-тĕмсене, чечек-курăксене пĕр-пĕринчен уйăрма хăнăхрĕç, хурт-кăпшанкăсемпе вĕçен кайăксене сăнарĕç. Хĕрачасемпе арçын ачасем юмахсенчи сăнарсемпе те хаваспах тĕл пулчĕç. Юмахсем ачасене ырра вĕрентеççĕ тесе ахальтен каламан çав. Тен, ачасенчен хăшĕсем юмахсенчи сăнарсене чăн-чăн пурнăçри пекех те йышăнчĕç пулĕ.
Питĕ килĕшрĕ ачасене вăрманта. Çитес вăхăтрах вĕсем кунта тата тепĕр хут килес кăмăллă пулнине те пытармарĕç.