27 августа 2011 г.
ЮЛАШКИ çулсенче районти ялсен масарĕсенче пысăках мар çуртсем сахал мар туса лартрĕç. Çумăрлă е çил-тăманлă çанталăкра çывăх тăвансене пытарнă е асăннă чухне масар çурчĕ çынсене хÿтлĕх парса тăрать.
Шăмăршă ял поселенине кĕрекен Энтĕрьелĕн çĕнĕ масарĕнче те нумаях пулмасть пысăках мар пÿрт тума пуçланă. Ял поселенийĕн администрацийĕ тата Энтĕрьел ялĕн старости М.В. Трофимов пуçарнипе-тăрăшнипе тата ертсе пынипе йывăç çыртарнă, ăна вăрмантан кăларса пилорамăна илсе çитернĕ, брус туса çуртарнă. Валентин Антонов, Николай Елизаров, Сергей Вашуркин, Михаил Трфимов, Николай Воробьев, Анатолий Кудряшов, Андрей Кузьмин, Олег Харитонов, Валерий Филиппов, Николай Тихонов, Сергей Любимов, Юрий Скрипачев, Юрий Руссаков, Анатолий Трофимов тата ыттисем пура пуранă, ăна масар çинче мăкласа хăпартнă, тăррине витнĕ. Халĕ вĕсем чÿречесемпе алăк вырнаçтараççĕ, урай сараççĕ. Пÿртре кăмака та пулĕ.
Пархатарлă ĕçре пулăшакан ытти çынсене те палăртса хăвармалла. Сăмахран, Валерий Филиппов, Андрей Кузьмин тата Олег Харитонов хăйсен тракторĕсемпе тата автомашинипе йывăç касса-кăларса панă. Виталий Любимов предприниматель масар пÿрчĕн тăррине витме шифер уйăрнă. Çак пÿрте тăвакансем валли апат пĕçерсе паракан Раиса Вашуркинапа Таисия Антонова та ырă сăмаха тивĕçлĕ.
Пархатарлă ĕçе хутшăннăшăн Шăмăршă ял поселенийĕн администрацийĕ çÿлерех асăннă çынсене пурне те район хаçачĕ урлă тав тăвать, ырлăх-сывлăх сунать.