Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Василий Можаев боец. Кам вăл?

27 августа 2011 г.

ЧĂВАШ халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ 1942 çулта Воронеж фронтĕнче, тăшман вут-çулăмĕ айĕнче "Чăваш дивизийĕ çинчен каласа паракан паттăр поэма" çырнă. Унта пирĕн ентеше, Пăчăрлă Пашьел çыннине Василий Можаев боеца халалланă йĕркесем те пур:

" ... Паршин калĕ:

"Ман телейĕм

Ваçлейпе çÿрет хитре".

Чăн-чăнах Мишай Ваçлейĕ

Паллă çын дивизире.

Санăн, Шăмăршă уй-хирĕ

Пулнă ĕлĕк те чапу:

Шур мура хаяррăн хирнĕ

Сан Космовский улăпу.

Ачусем телей йăвиллĕ

Санăн кил-çуртусенчен

Кайнă та параççĕ вилĕм

Нимĕçе вут хирĕнче.

Санăн аслă вăрману та

Санăн пысăк çарану,

Çавăнпа ĕрченĕ тутă

Карăку та ăсану.

Пур килте пекех – сунарçă,

Пур килте пекех – пăшал.

Арçынсем çукран тумаççĕ

Ялсенче хуплу кăçал.

Пер те савăн! Кайăк çитĕ.

Сунарçа кунта – телей.

Пăчăр мар, хальччен

çерçи те

Вĕлерсе курман Ваçлей.

Пăшала пăхатчĕ сиввĕн,

Хĕрхенетчĕ чĕр чуна.

– Пер! – тесе Тăван

çĕр-шывĕ

Тыттарать пăшал ăна.

Пире хирĕç килчĕ кайăк,

Нимĕç-кайăк пинĕпе.

Кураймасть ăна Можаев

Пĕтĕм чунĕ-варĕпе.

Вăл – разведчик.

Ячĕ паллă

Халь Воронеж фронтĕнче.

"Нимĕç чĕлхисем" пĕр аллă

Тытнă вăл тус-йышĕпе".

Пăчăрлă Пашьелĕнчен Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине виçĕ Василий Можаев хутшăнни паллă. Василий Павлович 1911 çулта çуралнă, 1943 çулхи сентябрьте фронтра хыпарсăр çухалнă.

Тепĕр икĕ Василийĕн ашшĕсем пĕр ятлă пулнă, иккĕшне те Константинович тесе чĕннĕ. Иккĕшĕ те 1908 çулта çуралнă, пĕри тăван ялĕнче 1961 çулта, тепри 1972 çулта çĕре кĕнĕ.

Виçĕ Ваççаран Ухсай Яккăвĕпе пĕрле пĕр дивизире хăшĕ çапăçнă-ши; Паттăр разведчикăн наградăсем те пулма кирлĕ, поэт: "Вăл – разведчик. Ячĕ паллă

Халь Воронеж фронтĕнче", – тесе ахальтен çырман ĕнтĕ.

Василий Можаевсен çывăх çыннисемпе тăванĕсем редакцие çырса пĕлтерсен питех те савăнăттăмăр, чаплă поэма геройне тупса палăртни унăн ятне вилĕмсĕрлетме пулăшĕччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика