Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкула ачасемĕр, шкула

27 августа 2011 г.

Сисмерĕмĕр, иртрĕ çулла, Паян ак умра кĕркунне. Шкула, ачасемĕр шкула, Ларар парттăсем хушшине.

ПĂЧĂРЛĂ ПАШЬЕЛĔНЧИ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн территорийĕ тÿрех хăйĕн илемлĕхĕпе, тирпейлĕхĕпе илĕртрĕ. Кунта ашкăракан хыт-хурана та, йăваланса выртакан ăпăр-тапăра та кураймăн. Тĕрлĕ тĕспе çиçекен чечексем вара чун-чĕрене ачаш та çепĕç туйăмсемпе çунатлантарчĕç.

Шкул çуртĕнче те тирпейлĕх хуçаланни курăнчĕ. А.Г. Петров директор мана кăмăллăн кĕтсе илчĕ, эпĕ ыйтнипе классене, пÿлĕмсене кăтартса çÿрерĕ. Икĕ хутлă çуртри коридорсен, кабинетсен стенисене, урайĕсене пĕр тикĕс сăрласа тухнă. Столовăйри кухньăпа апатлану залне те сăрласа-шуратса илемлетнĕ.

– Мĕн пур ĕçе коллектив вăйĕпе пурнăçларăмăр, – терĕ Анатолий Григорьевич. – Кашниех тÿрĕ кăмăлпа ĕçлерĕ.

Директор кабинетĕнче пирĕн калаçу шкул выпускникĕсем çине куçрĕ. Кăçал 9 класран 22 яшпа хĕр вĕренсе тухнă иккен. Александр Петров вĕренĕве пĕтĕмпех "5" паллăсемпе вĕçленĕ. Выпускниксенчен 18-шĕ 10 класа вĕренме килĕ. 44 выпускник алла вăтам шкул пĕтернине çирĕплетекен аттестат илнĕ. Ирина Матвеева ылтăн медале, Анастасия Ермолаева, Оксана Маркова, Мария Улюкина тата Алена Тимошкина кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Аслă вĕренÿ заведенийĕсене миçе выпускник вĕренме кĕни пирки хальлĕхе тулли информаци çук-ха.

– Шкулăн икĕ автобусĕ те – хатĕррисен ретĕнче, – калаçăва малалла тăсрĕ А.Г. Петров. – Юрий Ермолаевпа Петр Симендеев – опытлă водительсем. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче вĕсем виçĕ маршрутпа çÿресе, шкула Улмаллăри, Асанкассинчи, Çĕнĕ Чукалпа Вырăс Чукалĕнчи, Кивĕ Чукалти ачасене лартса килĕç, уроксем хыççăн килĕсене леçĕç.

Анатолий Григорьевичпа пĕрле шкулăн сăнав участокне те пăхса çаврăнтăмăр. Тĕрлĕ пахча çимĕç лайăх çитĕннĕ. Учительсем ертсе пынипе ачасем кунта çăвĕпех графикпа килĕшÿллĕн ĕçленĕ. Сухана пуçтарса кĕртнĕ ĕнтĕ. Ачасем хăйсен аллипе çитĕнтернĕ тухăçа тĕп сакайне упрама хурĕç. Пахча çимĕç шкул столовăйĕнче вĕренекенсем валли паха витаминсемлĕ блюдăсем хатĕрлеме, апата йÿнерех тума май парĕ.

Шкул вĕренекенсене йышăнма хатĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика