Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕр аки пуçланчĕ

27 августа 2011 г.

РАЙОНТИ хуçалăхсенче, тĕпрен илсен, уй-хир ĕçĕсем начар мар пыраççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне тырпула пĕтĕм лаптăксен 90 проценчĕ çинчен пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç хальлĕхе кашни гектартан 24,5 центнерпа танлашать. Пĕтĕмпе 21 пин тонна ытла тырă çапса тĕшĕленĕ.

Вырмапа пĕрлех хуçалăхсенче кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлес ĕç те пырать. Виçĕ пин гектара яхăн вăрлăх йышăнма хатĕр те ĕнтĕ, 330 гектар çинче çĕртме суха тунă.

Кăçал районта кĕр тыррисене пурĕ 3200 гектар акса хăварма палăртнă.

Хăш-пĕр хуçалăхсенче ака агрегачĕсем хире тухнă. Ĕнерхи кун тĕлне 350 гектар ыраш акса хăварнă.

Çакăнпа пĕрлех, хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç те малалла пырать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика