27 августа 2011 г.
РЕВУНОВСЕМ пысăк та илемлĕ йывăç çуртра пурăнаççĕ. Çумрах – вăрман, улăх-çаран. Выльăх-чĕрлĕх усрама кунта питех те лайăх. Вĕлле хурчĕсем ĕрчетме те ырлăх. Нумайăшĕ кăркка, хур-кăвакал усрать. Чăх-чĕппĕн шучĕ те çук.
– Пыл хурчĕсен çемйи шучĕ 90 ытла, – пĕлтерчĕ вăрманти утар хуçи Василий Ревунов. Утарçăсен йăлипе, вĕллесен шутне тĕп-тĕрĕс каламарĕ вăл. Пыл пирки ыйтсан та: "Хамăра çитет, сутмалăх та пур", тесе çеç хуравларĕ.
Василий Егоровичăн ывăлĕ Дмитрий те çемйипе юнашарах пурăнать. Килти хуçалăхĕ чăн-чăн ферма пекех: сăвакан тăватă ĕне, пилĕк вăкăр, сурăхсем. МТЗ-80 трактор пур. Утă икĕ çула та çитмелле, тырă та туяннă.
Хăйсенчен ытлашши сĕте Тутар Тĕккипе Ирçе Тĕккинче тата Шăмăршăра вырнаçтараççĕ иккен. Ревуновсен клиенчĕсем çирĕме яхăн. Çăмăл автомашина пурри ку енчен те лайăх çав. Асфальт çулпа таçта та çитме пулать.
Кÿршĕри Ферид Замалетдинов лаша, икĕ ĕне, çичĕ вăкăр, сурăхсем тытать, Т-40 трактор туяннă. Хăй каланă тăрăх, вăрманти ялта вăкăр усрани питĕ тупăшлă: кĕркунне какай туянма Шупашкартан та, Чĕмпĕр-тен те, Хусантан та килеççĕ.
Районти хăш-пĕр пысăк ялта та Баскакри чухлĕ лаша усрамаççĕ пулĕ. Çак выльăх килĕренех пур. Хăшĕсем икшер те тытаççĕ. Ĕç выльăхĕ ял çыннисене пысăк çăмăллăх кÿрет.
– Юлашки çулсенче ялта ачасем те нумайрах çуралма пуçларĕç, – терĕ Василий Ревунов. – Кăçал иккĕмĕш мăнук – Ангелина çут тĕнчене килчĕ. Шел те, шкула каякан ачасене илме – вĕсем вун пĕрĕн – Шăмăршă шкулĕн автобусĕ Ирçе Тĕкки ялне çити çеç килет. Кашни ирех ачасене е машинăпа, е тракторпа, е лашапа леçетпĕр, каçалапа кайса илетпĕр. Çул çывăх мар. Асфальт çулпа автобус лесничество патне те пулин çитсен питех те лайăх пулĕччĕ.
Çак шухăша Баскак, Кучек, Мулла паççулккисенчи ытти çынсем те каларĕç. Пĕчĕк ялсенче пурăнакансем хăйсен ачисене вĕрентсе чăн-чăн çын тăвасшăн, компьютер туяннисен йышĕ нумай пулни те кăмăла çĕклерĕ.