27 августа 2011 г.
АВГУСТĂН 23-мĕшĕнче республикăри педагогика ĕçченĕсен пысăк канашлăвĕ иртрĕ. Кăçалхи форумра тĕп вырăнта Раççей Федерацийĕн "Вĕренÿ çинчен" саккунĕн çĕнĕ проекчĕ пулчĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ документ вĕренÿ тытăмĕн – ача сачĕпе шкултан пуçласа аслă шкул таранах – пуласлăхĕпе çыхăннă. Çавна май ăна пирĕн республикăра та анлăн сÿтсе яваççĕ. Август уйăхĕн 18-мĕшĕнчен 26-мĕшĕччен кашни районпа хуларах дискусси центрĕсем (пĕтĕмпе – 128) ĕçлерĕç. Вĕсенче вун пĕр пин ытла çын хăйсен шухăшне палăртма пултарчĕ. Августăн 23-мĕшĕнче тĕп хулари вĕренÿ учрежденийĕсенче республикăри канашлу программипе йĕркеленĕ дискусси мероприятийĕсенче те çĕнĕ проект пирки хĕрÿ калаçусем пулчĕç.
Педагогсен анлă форумĕ И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче иртрĕ. Унта Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Вăл республика сумне çĕклекен пултаруллă çынсемпе мăнаçланнине палăртрĕ, çавна май Китайри Универсиадăра чăваш спортсменĕсем 6 медаль çĕнсе илнине аса илтерчĕ. "Хаклă педагогсем, сирĕн вĕренекенсем те ăслăлăхра, производствăра, искусствăра, спортра çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ туччăр, хăвăрăн та професси ăсталăхне ÿстерсе пыма, курăмлă кăтартусемпе палăрма хавхалану пултăр, – терĕ вăл ырă сунса. – Педагог профессийĕ – хăйне евĕр мисси. Эсир республика пуласлăхне сумлă тÿпе хыватăр. Шăпах эсир çĕнĕ ăру хатĕрлетĕр, пирĕн республика 10, 15, 20 çултан мĕнле шайра пулассине палăртатăр". Президент 2011 çул шкул вĕренĕвĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулни пирки те каларĕ: кăçал учительсен шалăвне виçĕ тапхăрпа 30 процент ÿстерме йышăннă. Çавăн пекех ача сачĕсенчи воспитательсен ĕç укçине те ÿстереççĕ, вăл вăтамран 5800 тенкĕ ытларах пулмалла. Михаил Васильевич ачасене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тĕлĕшпе тĕллевлĕн ĕçлемелли çинче те чарăнса тăчĕ. "Кунта сире физкультурăн виççĕмĕш урокĕ пулăшма тивĕçлĕ, – палăртрĕ вăл. – Çивĕч тепĕр ыйту – шкулти апатланăва мĕнле йĕркелени. Вĕренекенсене 100 проценчĕпех вĕри апатпа тивĕçтермелле. Çакна мĕн пур вĕренÿ учрежденийĕн шута илмелле". Президент техникумсемпе аслă шкулсен ертÿлĕхне те асăрхаттарчĕ: вĕсен ĕç рынокĕнче кирлĕ специалистсене хатĕрлес ыйтупа питĕ тимлĕ ĕçлемелле. Хальлĕхе вара дипломлă, анчах илнĕ профессипе тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ тупайман çамрăксен йышĕ чакмасть-ха. Вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ ачасене профессии суйланă чухне тĕрĕс çул-йĕр кăтартма пĕлни пĕлтерĕшлĕ, терĕ Президент.
Яланхи ырă йăлапа Президент педагогсен форумĕнче ĕçре палăрнисене Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин наградисене, çĕнĕлĕхсене, малашлăх проектсене пурнăçа кĕртсе ĕçлекен шкулсене, ача сачĕсене, хушма вĕренÿ учрежденийĕсене ЧР Президенчĕн 200 пин тенкĕлĕх грантне тивĕçнине çирĕплетекен свидетельство пачĕ.
Вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов палăртнă тăрăх – педагогсен тăрăшса ĕçлеме сăлтав сахал мар. Вăл учительсен шалăвĕ пирки уйрăммăн чарăнса тăчĕ, республикăри экономикăра ĕçлекенсен вăтам ĕç укçипе танлашни шкула лайăх кадрсемпе, çамрăк специалистсемпе тивĕçтерме пулăшасса шаннине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех кашни учитель хăйĕн ĕçне пур шайра та тĕрĕс хакланине туйса тăмалли çирĕп йĕрке туса хурăпăр, терĕ.
Канашлăва саккун кăларакан, влаç, муниципалитет, опекăпа попечительство органĕсен, профсоюз, общество организацийĕсен, тĕрлĕ шайри вĕренÿ учрежденийĕсен представителĕсем хутшăннă май "Вĕренÿ çинчен" саккун проектне нумай енлĕ сÿтсе яврĕç, сĕнÿсем пачĕç.