Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тупăшĕ те пур

24 августа 2011 г.

АСАНКАССИНЧИ Киров урамĕнчи Драгуновсен çемйи ялта ĕçченлĕхпе, сăпайлăхпа палăрса тăрать. Юрий Николаевичпа Лариса Владимировна чылай çул ĕнтĕ хăйсен кил картинче йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Кил хуçалăхĕнчи ĕçе вĕсем хăйсен ачисене те явăçтараççĕ. Кăçалхи утçинче те ачасем выльăх çими хатĕрлессинче сисĕмлĕ пулăшу панă. Хăйсен пай çĕрĕсем çинче Драгуновсем ытлă-çитлĕ утă туса упрама хунă.

Хальхи вăхăтра ĕçчен те туслă çемьен картишĕнче – сăвăнакан икĕ ĕне, çитĕнсе пыракан икĕ вăкăр, виçĕ сысна, йышлă хурсемпе чăх-чĕп. Драгуновсем предпринимателе куллен 15-16 литр сĕт сутаççĕ. Маларах, май-июль уйăхĕсенче, 25 литр таранах ăсатнă. Сыснасене илсен, виççĕшĕнчен пĕр амана çăвăрлаттарма хăварасшăн. Кĕркунне пĕр сыснине çемье валли пусса хатĕрлеме, теприне какая ăсатма палăртаççĕ. Сăмах май, çуркунне пĕлтĕрхи ама сыснана çăвăрлаттарнă, çурисене сутнă хыççăн какая ăсатнă. Вăкăрсене хĕл каçарнă хыççăн предпринимателе сутма ĕмĕтленеççĕ.

Çапла, ÿркенмесен, тарласа ĕçлесен, самаях тупăштарса пурăнма пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика