24 августа 2011 г.
РАЙОН центрĕнче, ял варринче, хур-кăвакал усрама пĕрре те ансат мар. Шыв кайăкне, паллах, чи малтанах шыв нумай кирлĕ. Пĕве вара самаях аякра. Апла пулин те аптăрасах каймаççĕ Шăмăршăра пурăнакан Яковлевсем.
– Урамра пусă пур, – тет кил хуçи Василий Николаевич. – Мĕн пур савăтсене насуспа шыв уçласа тултаратпăр та, талăклăха çитет.
Яковлевсене хур ĕрчетес тĕлĕшпе специализациленнĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Пĕлтĕр те вĕсем аллă хур ÿстернĕччĕ. Мария Федоровнапа Василий Николаевич çак ĕçе кăçал та малалла тăсас тенĕ. Ахăртнех, усси пурах-тăр çав.
Хур чĕпписене пасарта туяннă вĕсем. Халĕ чĕпсем самаях ÿссе тĕрекленнĕ ĕнтĕ, вăй илнĕ – кĕркуннеччен самăр хурсем пулса çитмелле. Зооветеринари требованийĕсене пăхăннăран, халĕччен кайăксем чирленĕ-вилнĕ тĕслĕхсем пулман. Апачĕ те тулăх.