24 августа 2011 г.
ШĂМĂРШĂРА пурăнакан çирĕм саккăрти Евгений Дерюшев газоэлектросварщик профессине алла илнĕ. Малтан район центрĕнче вăй хунă. Каярахпа ăста сварщика тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлама ытти çынсем те чĕнме пуçланă. Çакă ăна предприниматель ĕçне пуçарса яма хистенĕ те ĕнтĕ. Вăл халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра бизнес-план хатĕрлесе тăратнă. Евгений пуçарăвне ырласа, центр ăна пуçламăш капитал – 58 пин те 800 тенкĕ уйăрса панă. Çак укçапа пултаруллă каччă сварка аппарачĕ тата ытти хатĕрсем туяннă.
Ĕç валли халĕ пур хатĕр те пур. Сварка ĕçне тутарас текенсем те йышлăлансах пыраççĕ. Евгений мунча кăмаки те ăсталать, ăшăтакан система пăрăхĕсем те хурать, хÿме-хапха та янтăлать т. ыт. те. Çавăн пекех газ кăмаки те вырнаçтарать вăл.
Евгений Дерюшева ĕç вырăнĕнче курма май килчĕ. Вăл Шăмăршăри "Ромашка" ача садĕнче сварка тăватчĕ. Юлташĕсемпе – Замир Гадеевпа, Вячеслав Якушовпа пĕрле – балкон ăсталаççĕ. Пултаруллă çынсен аллинче ĕç вĕресе çеç тăрать.
– Çу кунĕсенче саккассем питĕ нумай, пĕр кун та пушă иртмест, – пĕлтерчĕ Евгений. Çаплах пултăрччĕ те ĕнтĕ. Çамрăк предприниматель валли ĕçĕ тупăнсах тăтăр.
Сварка ĕçĕ тутарасшăн-и; Пĕр иккĕленмесĕрех Евгений Дерюшев патне кайăр. Ĕç пахалăхĕ те, хăвăртлăхĕ те сире савăнтарасса шанатăп.