Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿркенмесен, ĕç пулать

24 августа 2011 г.

ХĂЙ вăхăтĕнче, предприниматель ĕçне пуçăнас тĕлĕшпе, Шăмăршăра пурăнакан Хлюкинсем 30 пуç ытла сысна усранă. Килти хуçалăхра ир пуçласа каçчен ĕç пĕтмен. Тăрăшни сая кайман, укçа-тенкĕ пуçтарса вĕсем лавкка уçнă. Олег Анатольевич ăна хăйĕн ывăлĕ ячĕпе çыхăнтарса "У Илюши" ят панă. Каярах ятне улăштарнă, халĕ çав лавккана Шăмăршăсем "Пятерочка" ятпа пĕлеççĕ.

Лавкка уçнипе кăна лăпланма шутламан Хлюкинсем. Вĕсем Космовский урамĕнче вырнаçнă хваттерĕнчен "Эвита" илем салонĕ туса хунă. Салон алăкĕ уçăлсанах кунта район çыннисем йышлăн çÿреме тытăннă. Хăтлă та илĕртÿллĕ пÿлĕмсенче çÿç кастарма, сăн ÿкерчĕк ÿкме, атă-пушмак юсаттарма, педикюр-маникюр тутарма май пур. Пур ĕçе те пысăк пахалăхпа тата вăхăтра пурнăçлаççĕ салон ĕçченĕсем.

Ĕçченлĕхпе палăрса тăракан Хлюкинсем пĕрле пухăнса канашланă хыççăн Карапай Шăмăршăра "Кузьмич" фермер хуçалăхĕ йĕркелеççĕ. 400 гектар ытла çĕр çинче вăй хума тытăнаççĕ. Паллах, çĕр ĕçĕ çăмăл мар. Çĕр хăйне пăхнине юратать. Ăна вăхăтра сухаламалла, акмалла, апатлантармалла. Техника та кирлĕ çĕр ĕçченне. Кунта та çухалса кайман Хлюкинсем. Вĕсен маларах икĕ Т-150 трактор пулнă пулсан, кăçал Дон-1500 комбайнпа КамАЗ автомашина туяннă. Çитес вăхăтрах кустăрмаллă тепĕр трактор туянасшăн.

Тепĕр паха енне те асăнса хăварас килет. Хлюкинсем хăйсен автобусĕсемпе çĕр-шывăн тĕрлĕ хулисене ĕçлеме çÿрекенсене леçсе яраççĕ, кайса илеççĕ. "Икарус" автобуспа виçĕ "Газель" пĕчĕк автобус пур вĕсен. Çавăн пекех Хлюкинсем хăйсен автобусĕсене саккас тăрăх туй валли, экскурсисене кайма çула кăлараççĕ.

Фермер патĕнче пурĕ 10 çын ĕçлет. Вĕсене пурне те вăхăтра шалу тÿлеççĕ, никама та кÿрентермеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика