Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв ыйтăвĕ – тĕп тимлĕхре

24 августа 2011 г.

ПĂЧĂРЛĂ ПАШЬЕЛ ял поселенийĕн администраци çуртне кĕрсен пуçлăх пÿлĕмĕнче хĕрарăмсен ушкăнне асăрхарăм. В.В. Угарин патне вĕсем кил-çурта шыв кĕртес ыйтупа килнĕ иккен. Валерий Васильевич çынсемпе ăшшăн калаçрĕ, çийĕнчех пулăшма шантарчĕ.

– Пăчăрлă Пашьелĕнче çĕр çемьене яхăн хăйсен килне шыв пăрăхĕпе çыхăнтарнă, – терĕ Валерий Васильевич. – Ку ыйтупа ял çыннисем пирĕн пата килсех тăраççĕ. Вĕсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшатпăр. Ял çыннисем хăйсен çурчĕсене шыв кĕрттерме тăрăшни, паллах, пире савăнтарать. Ара, хуçалăхри ĕç-хĕле сисĕмлех çăмăллатать-çке-ха ал айĕнчи шыв.

Пуçлăхпа шыв ыйтăвĕпе малалла калаçрăмăр. Шывпа тивĕçтерекен çĕнĕ система тата колонкăсем хĕлĕпех кăлтăксăр ĕçленĕ. Пăчăрлă Пашьелĕнчи 8 урамри ял халăхĕ 69 колонкăпа усă курать.Шыв системин пăрăхĕсен тăршшĕ 13 пин метр патнеллех. Яла икĕ башня шывпа тивĕçтерсе тăрать. Малашне, системăна Палтиелĕнчи водохранилищĕрен килекен пăрăхпа çыхăнтарсан, таса шывпа тивĕçтересси татах та лайăхланĕ.

Пирĕн малаллахи калаçу ял поселенийĕн кăçалхи бюджет укçипе мĕнлерех усă курни çинчен пычĕ.

– Ял масарĕн картисене кирлĕ шайра тытма тăрăшса, кăçал Троица – Питрав праçникĕсем хушшинче хĕрÿ ĕç йĕркелерĕмĕр, тимĕр юпасем лартса, сетка карса 310 метр чухлĕ карта тытса çаврăнтăмăр, – терĕ ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.В.Угарин. – Тепĕр 250 метр карта тытсан ĕç пĕтĕмпех вĕçленĕ. Пархатарлă ĕçе кăçал кĕркунне вĕçлеме палăртрăмăр. Вырăнти бюджет укçипех Асанкасси ялĕнче, унчченхи техника паркĕ çумĕнче çак кунсенче пысăках мар кÿлĕ чавтартăмăр. Пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пурнăçлассинче вăл сисĕмлĕ пулăшу парĕ. Паллах, пĕрлех кÿлĕ – ял илемлĕ те. Тумалли ĕçсем татах та пур.

Ял пуçлăхĕ ырă ĕмĕтсемпе пурăнать, икĕ ял халăхĕн шанăçне тÿрре кăларма тăрăшать (кандидатсенчен пуринчен те ытларах сасă пухса, 2010 çулхи октябрьте В.В. Угарин ял поселенийĕн пуçлăхне суйланнă). Ял поселенийĕн пуçлăхĕ тăрăшнипе кăçал уйрăм çынсен выльăх-чĕрлĕхĕ хăйсене ирĕккĕн çÿременнине, уй-хирти тырра сăтăр кÿме пăрахнине кăмăллăн асăнчĕ хĕрарăмсен ушкăнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика