31 августа 2011 г.
ЭРНЕ КУН, августăн 26-мĕшĕнче, Карапай Шăмăршăри Культура çуртĕнче районти педагогсен 2011-2012 вĕренÿ çулĕ умĕнхи конференцийĕ пулса иртрĕ. Унта хутшăннисем "Модернизаци условийĕсенче вĕренÿ системин аталанăвне законодательствăпа тивĕçтересси" ыйтупа район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕн пуçлăхĕ Н.Г. Игнатьева туса панă доклада итлесе сÿтсе яврĕç.
Конференцире Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.В. Денисов, вĕрентÿ ĕçченĕсен районти профсоюз организацийĕн председателĕ, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ С.Г. Жилкина, Васанти тĕп шкулти чăваш чĕлхипе литература учителĕ В.П. Краснов, Пăчăрлă Пашьелĕнчи ача сачĕн заведующийĕ Т.И. Саминова, Шăмăршă вăтам шкулĕн директорĕ О.М. Еремеева тухса калаçрĕç, "Вĕренÿ çинчен" калакан саккун проекчĕ пирки хăйсен шухăшне палăртрĕç, унти хăш-пĕр çитменлĕхсене асăнчĕç, хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарчĕç.
Конференци ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев, "Букет Чувашии" ОАОн генеральнăй директорĕ, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин регионти уйрăмĕн Политсовечĕн членĕ О.В. Мешков, Патăрьел районĕн пуçлăхĕн çумĕ, Сăкăтри "Красное Знамя" ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ П.Н. Никифоров хутшăнчĕç, педагогсен ĕçне хакласа тата умра тăракан задачăсене палăртса сăмах каларĕç. О.В.Мешков предприяти шутĕнчен сентябрĕн 1-мĕшĕнче пирĕн районти кашни шкула спорт инвентарĕн комплекчĕпе тивĕçтерме шантарнине конференцие пухăннисем хыттăн алă çупса йышăнчĕç. "Çак вĕренÿ çулĕнче те педагогсен вĕрентÿ ĕçĕнчи тĕрлĕ программăсемпе проектсене активлă хутшăнмалла, сумлă Грантсем çĕнсе илмелле пултăр, – терĕ конференци ĕçне пĕтĕмлетсе В.П.Фадеев. – Педагогсене ăнăçлă ĕçлесе пыма ырлăх-сывлăх, чăтăмлăх сунатăп. Шкулти вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнчи пĕтĕмĕшле çитĕнÿ кашнийĕнчен килет".